27 сентября 2014 г.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал районти çул-йĕр çинче аварисем тăвасси чакнă. Сăмахран, 2013 çулхи 8 уйăхра 17 аварие регистрациленĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта 13 аварие шута илнĕ. Кăçалхи аварисенче 4 çын вилнĕ (пĕлтĕр 8 уйăхра - 1 çын), 12 çын аманнă (21). Алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн руль умне ларма юраманни, ỹсĕр водитель преступникпа танах пулни пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр. Шел, "çуттине" ỹпĕнтернĕ водительсем авари тăвасси кăçал 300 процент таранах пысăкланчĕ. Пĕлтĕр 8 уйăхра вĕсем 1 авари тунăччĕ, кăçал - 4(!). Çакнашкал аварисенче 2 çын пурнăçран уйрăлнă, 3 çын аманнă. Пĕлтĕр ỹсĕр водителе пула 2 çын суранланнăччĕ, вилнисем пулман. Яваплăха туйман водительсене çакăн пирки те аса илтеретпĕр. Халĕ, çĕнĕ законодательствăпа килĕшỹллĕн, ỹсĕрле транспорт рулĕ умне ларнă çынсене 1,5 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăвараççĕ, 30 пин тенкĕ штраф тỹлеттермелле тăваççĕ. Ỹсĕрле иккĕмĕш хут çула тухсан вара 3 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр юлма, бюджета 50 пин тенкĕ штраф хывма тивет. Куратпăр ĕнтĕ: айăплав калăпăшĕ самаях сисĕмлĕ. Руль умне урăлла кăна ларма сĕнетпĕр. Кун пек чухне палăртнă вырăна вăхăтра çитетĕн, инкек те курмастăн. Çул çинче водительсене те, мопедпа е велосипедпа çỹрекенсене те, çуран утакансене те питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Шкула каякан е киле таврăнакан сумккаллă ачана курсан водительсене уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнес килет.
Н.РУБЦОВ, полицин ГИБДД службин аслă инспекторĕ.