Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра пулăшу панă

27 сентября 2014 г.

 Ярăславри В.Морозова - ялти хисеплĕ ватăсенчен пĕри. Ĕç ветеранĕ 82-ре пырать. Ĕçчен хĕрарăм çырла-кăмпана та çỹреме кăмăллать. Нумаях пулмасть Валя аппа ир-ирех каллех вăрмана кăмпана тухса кайнă. Пирĕн хаклă кỹршĕмĕр, вăрманта пĕчченех çỹреме юратаканскер, кăнтăрла тĕлнелле килне яланах тулли витрепе çаврăнса çитекенччĕ. Хальхинче вара хĕвел анса каç еннелле кайрĕ пулсан та, вăл таврăнни курăнмарĕ. Эпир, кỹршĕри хĕрарăмсем, пăшăрханма та пуçларăмăр, Валентина Михайловнăна шырама тухма хатĕрлентĕмĕр. Шăпах çак вăхăтра унăн килĕ умне такси çитсе чарăнчĕ. Çăмăл автомашинăран тухнă Валя аппа çине пăхса илтĕмĕр те тĕлĕнсех кайрăмăр: унăн кĕпе-тумтирĕ - йĕп-йĕпе, сăн-пичĕ кăвакарнă, хăй тăр-тăр чĕтрет. Эпир ăна килне кĕртсе çи-пуçне урăххипе ылмаштартăмăр та ỹт-пĕвне ятарлă компресс туса, пыл янă вĕри чей ĕçтерсе вырăн çине вырттартăмăр, çиелтен икĕ хулăн утиялпа витсе хăвартăмăр. Тепĕр кун ирех ун патне çитрĕмĕр. Вăл, пиртен те маларах тăнăскер, кил хушшинче кăштăртатать. Ĕнерхи пăтăрмах унпа пулман та тейĕн, сăн-питĕнче чир-чĕр палли те çук! Вăл каласа панинчен çакна пĕлтĕмĕр. Кăçал вăрман хĕрринчи хăй пĕлекен вырăнсенче кăмпасем çук-мĕн В.Морозова вара, киле пушăлла таврăнас мар тесе, вăрмана шалтан-шала кĕрсе пынă. Сайра-хутра кăна кăмпа тĕл пулнă май, каялла таврăнма шутламан, витрене тултарма ĕмĕтленнĕ. Утнă май пысăках мар çырма тĕл пулнă, ун урлă сиксе каçма хăтланнă вăхăтра шыва кĕрсе ỹкнĕ. Шывĕ вара... мăй таранах пулнă. Хĕрарăм тапаçлана-тапаçлана, юнашар хăвалăх вуллисемпе хăмăшран тытса çак шывран тухнă-тухнах. Паллах, Турăран йăлăнса ыйтни те пулăшнă ĕнтĕ ăна. Кун хыççăн Валя аппа малалла утнă, икĕ картун витĕр тухнă (вĕсенче халĕ никам та пурăнмасть-мĕн). Мĕн тумалла, камран пулăшу ыйтмалла? Хĕрарăм, вăрманта аташса кайнăскер, хăй ăçталла утнине те пĕлеймен. Кĕтмен-çĕртен асфальт çул хĕррине, шăпах автобус чарăнакан вырăна пырса тухни Валя аппана чунтанах савăнтарнă. Чарăнăва тутар хĕрарăмĕсем çитсе тăнă. Вĕсем Тутар Сăкăтĕнчен иккен. Валя аппа вĕсене хăй еплерех инкеке лекни пирки каласа панă. Ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем ăна чунтанах шелленĕ, килне ларса кайма 200 тенкĕ пухса панă. Чарăнăва "Патăрьел-Красномайск" маршрутпа çỹрекен Чăваш Сăкăт çынни Юрий Пыркин ГАЗель автомашинăпа çитсе тăнă. Тутар хĕрарăмĕ-сем ăна Шăмăршă районĕнчи Ярăслав çынни ку вырăна еплерех килсе тухни çинчен ăнлантарнă. Ăшă чунлă водитель ватă хĕрарăма тỹлевсĕрех Çĕрпỹ-Ульяновск авто çул еннелле лартса кайнă. Авто трасса çинче Ульяновска каякан автобуса чарса, В.Морозована Шăмăршăна лартса янă. Шăмăршăран вара ăна Павел Яковлев таксист килнех леçсе хăварнă. Ярăслав хĕрарăмĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тутар Сăкăт таврашĕнчен кĕске вăхăтрах тата йĕркеллех çитнĕ. Республикăн кăнтăр районĕ-сенчи тĕрлĕ халăх çыннисем, çав шутра чăвашсемпе тутарсем, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, инкеке лексен пулăшма тăрăшнине çак ырă тĕслĕх те лайăх çирĕплетет. - Эпĕ Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт хĕрарăмĕсене, Чăваш Сăкăтри Юрий Пыркина, хамăр районти Павел Яковлева тата ырă кỹршĕмсене - Валентина Прокопьевана, Галина Урмаевана, Еленăпа Алевтина Петровасене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, - терĕ куççульне шăлнă май Валентина Михайловна. - Манăн терт-нушана хăйсенни вырăнне йышăнса тивĕçлĕ пулăшу панăшăн вĕсен умĕнче пуçăма таятăп.

Е.ПЕТРОВА, ĕç ветеранĕ. Ярăслав ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика