Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Топ-500 шкулсен йышне кĕнĕ

27 сентября 2014 г.

 Раççейри топ-500 шкулсене палăртнă. Унта Чăваш Енри 6 вĕренỹ учрежденийĕ кĕнĕ. Списока 2013-2014 вĕренỹ çулĕ-сен кăтартăвне - ППЭне, предмет олимпиадисене - шута илсе хатĕрленĕ. Шупашкарти 3-мĕш лицей 485-мĕш вырăнта, ун хыççăн - 5-мĕш гимнази. Списока малалла Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази тăснă, 4-мĕш лицей - 488-мĕш вырăнта, 4-мĕш гимнази 489-мĕш вырăнта, ун хыççăн - Шупашкарти 1-мĕш гимнази. Кунсăр пуçне Шупашкарти 3-мĕш лицей ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшакан 200 вĕренỹ учрежденийĕсен йышне кĕнĕ. Кунта Шупашкарти 5-мĕш гимназипе Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази те лекнĕ. Ку рейтингра çĕнтерỹçĕсене предмет олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн палăртнă. Раççейри ялсенчи чи лайăх 200 шкулсен йышне республикăри 5 вĕренỹ учрежденийĕ кĕнĕ. Вĕсем - Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, Йĕпреçри 1-мĕш шкул, Патăрьелти 1-мĕш шкул, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул тата Вăрнарти 2-мĕш шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика