01 октября 2014 г.
Совет саманине ятлакансем паян чылай пулин те (сỹпĕлтисем ĕлĕк те пулнă, халĕ те пур), çав вăхăтра ырри те самаяхчĕ. Акă ĕçлекен çынна чысланинех илер. Малта пыракансен ячĕпе район центрĕнче те, колхозра та Ялав çĕкленĕ, çĕнтерỹçĕсене куçса çỹрекен вымпелпа хавхалантарнă. Ун чух хальхи пек пур япалана та укçа виçипе шайламан, халăх умĕнче каланă ăшă сăмах е хаçатра ырласа çырни те темрен хаклă пек туйăннă. Аслă ăру çыннисенчен ыйтăр - вĕсем ман сăмахсене çирĕплетсе парĕç. Кубань тăрăхĕнчи ипатовецсен тĕслĕхĕпе, вырма тата çур аки вăхăтĕнче район хаçатне икшер страницăпа кашни кунах кăларса тăраттăмăр. Çакă асра юлнă: çур акинче те, тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ чухне те районти Ĕç Мухтавĕн Ялавне "Восход" колхозри Анатолий Воробьев механизатор ячĕпе çĕклетчĕç. Акара та, вырмара та малта пыратчĕ Анатолий Корнилович. Ăçтан кăна вăй çитернĕ-ши? Патвар кĕлеткеллĕ, уçă кăмăллă механизатор маншăн чăн-чăн хресчен пек туйăнатчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çуралнăскер, пурнăçра хурапа шурра нумай курнă. Вун иккĕрех Анатолий Воронинпа пĕрле жнейкăпа тырă вырнă. Хальхи çамрăксем жнейка мĕнне те пĕлмеççĕ пулĕ, çавăнпа та кĕскен те пулин ăнлантарса парам. Жнейка вăл - лаша кỹлсе ĕçлемелли жатка. Çак машинăпа тырă выратчĕç. Ун чух хальхи пек хăватлă комбайнсем пулман, пилĕк-ултă жнейкăпах колхозăн мĕн пур тыррине пуçтарса кĕртнĕ. Вун виççĕ тултарсан Анатолий Воробьев Илья Михайлович Нянин механизатора пулăшма пуçлать, плугарьте ĕçлет. Аллине çичĕ класс пĕтерни çинчен çирĕплетекен документ тытсанах Канашри СПТУна вĕренме кĕрет, тракторист специальноçне илет. Анатолий Воробьев пĕрле училище пĕтернĕ юлташĕсемпе виçĕ çул хушши Çерем çĕрсене уçнă çĕрте вăй хурать, тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕ илме тивĕçет. Яла таврăнсан ăна тỹрех кустăрмаллă трактор шанса параççĕ. Акă салтака кайма та черет çитет. Малта пыракан тракториста колхоз клубĕнче чысласа çара ăсатаççĕ. Виçĕ çул хушши службăра пулнă хыççăн Анатолий ĕмĕрлĕхех тăван ялта тымар ярать. ДТ-54 тракторпа суха тăвать, тырă акать. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Петр Николаевич Туктаров тархасласах ыйтнипе, вырма вăхăтĕнче комбайн çине ларать. Хирсем пушанаççĕ кăна - каллех "хурçă утĕнчен" плуг çаклатса суха тăвать. Ĕçне кура - хисепĕ. Анатолий Корниловича 1989 çулта Тăван çĕр-шыв Ĕç Мухтавĕн орденĕпе чыслать. Çак пысăк наградăсăр пуçне, ĕç ветеранĕн "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", "Коммунизмла ĕç ударникĕ" знаксем, ВДНХ Ылтăн медалĕ, икĕ теçеткене яхăн Хисеп хучĕ пур. "Ĕç ветеранĕ" медаль те ăна чыс кỹрет. Анатолий Корниловича ял-йыш пилĕк хутчен ял Совечĕн депутачĕ пулма шаннă. Трактор валли хуçалăхра яланах ĕç пур. Хĕлле те канăç çук: кашни çулах вăрмантан йывăç турттарнă, бульдозер çаклатса çул уçнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та А.Воробьев комбайнпах ĕçлерĕ. Вырма ĕçĕсене вĕçлеме Тутарстана кайса та, хамăр республикăри Етĕрне тăрăхне çитсе те пулăшрĕ. Кỹршĕллĕ Çĕпрел район хаçатĕнче унăн сăн ỹкерчĕкне те пичетленĕччĕ. Кăçал Воробьевсен çемйишĕн уйрăмах паллă çул пулчĕ: юратнă мăшăрĕпе Лидия Ильиничнăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ - Тихонова) пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Ылтăн туй ячĕпе телейлĕ мăшăра кĕрекере мĕн пур тăванĕ чун-чĕререн саламларĕ. Люда хĕрĕпе (вăл Тутарстанри пĕр районта миграци службин пуçлăхĕнче ĕçлет) икĕ мăнукĕ çывăх çыннисене илемлĕ юрă парнелерĕç. - Сывлăха хурламастăп, ура çеç ыратать, - терĕ манпа тĕл пулнă чух А.Воробьев. Унтан çапла шỹтлесе илчĕ: - Алăри патакпа çĕр çинче тĕреклĕрех тăратăп. Тепĕр чух техника паркне пыратăп та, патак пулăшнипе трактор кабинине вăшт! çеç хăпарса ларатăп. Тунсăхлатăп вĕт - мĕн каласан та хĕрĕх çула яхăн техникăпа ĕçленĕ. ÇИРĔППĔН пусать вăл çĕр çине. Чăн-чăн хресчен темелле. Паянхи механизаторсем пурте тенĕ пекех унăн вĕренекенĕсем. Вĕсем Толя тетĕшне - орден кавалерне - çĕр ĕçне хăнăхтарнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.
И.САЛАНДАЕВ. Анат Чаткас ялĕ.