01 октября 2014 г.
Сар çулçăсем вĕçсе ỹкеççĕ, салхуллăн вĕрет кĕрхи çил. Çут çанталăкăн - хăйĕн саккунĕ: çу кунĕ - кĕркуннепе, кĕркунне - хĕлпе, хĕл - çуркуннепе, çуркунне çуллапа ылмашăнать. Этем пурнăçĕнче те çавах: ачалăх хыççăн - çамрăклăх, çамрăклăх хыççăн - çитĕнсе çитнĕ тапхăр пуçланать. Юлашки тапхăр вара - ватлăх... Пурнăçра савăнмалли те, хурланмалли те самаях пулать. Çын кун-çулĕ те тĕрлĕрен килет. Акă пăхатăн та, хăшĕ-пĕрин ватлăхĕ ытла та нушаллă, тертлĕ, хуйхăллă иртет-çке. Мĕншĕн çапла-ши вăл? Кунта сăлтавĕсем нумай. Çуратса çитĕнтернĕ ача-пăча ватă ашшĕпе амăшне пачах та хисеплеменни те, чир-чĕр нушалантарни те пурнăçа илемлетмеççĕ. Тата ĕмĕрĕпех тỹрĕ кăмăлтан ĕçленĕ çынна ватлăхра "манса кайни" те аслă ăру çыннисен чунĕсене хурлантарать. Пирĕншĕн - çитмĕлтен е сакăр вуннăран иртнĕ ватăсемшĕн - хальхи пурнăç чылай çăмăлрах пек. Эпир вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи йывăр тапхăра чăтсатỹссе ирттернĕ, тем те курнă, паянхи çамрăксен çав хĕн-асапа нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ. Ватлăх мĕнле иртесси кашни çыннах шухăшлаттарать. Вăй-хал чакать, чир-чĕр тупăнсах тăрать. Тухтăрсем те "сирĕн чирĕр ватлăхпа çыхăннă" теççĕ. Çакăн пек йывăр тапхăрта ватă çынсене ăшă сăмахпа тимлĕх çав тери кирлĕ. Пурте ватăлатпăр, паянхи çамрăк пуçлăхсем те хăçан та пулин асаттесемпе асаннесем пулĕç. Килĕшĕ-ши вĕсене вăл е ку кантурти çамрăк пикесем сиввĕн калаçни, ваттисен ыйтăвĕсене шута илменни? Кун пек тĕслĕхсем вара тĕл пулаççех. Çамрăксене ырă кăмăллăхпа сăпайлăх çитменни - вăрттăнлăх мар. Ăшă сăмах, ăшă кулă, ырă сунса калаçасси паян пысăк дефицита çаврăнчĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕнче ятарласах ватă çынсене сума суса уяв ирттереççĕ. Çак кун никама та кỹрентерес марччĕ, аслă ăру çыннисене хисеплĕ кĕрекене лартасчĕ. Ытти кунсенче те ватă çынсене манас марччĕ, вĕсен кичем пурнăçне кăштах та пулин савăнăç кỹресчĕ. Районти кашни ялтах - пысăк-и вăл, е пĕчĕк-и - ватă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен кашниех хисепе тивĕçлĕ. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсен, культурăпа медицина ĕçченĕсен ватă çынсем патне çитмеллех. Тен, вĕсене пулăшу кирлĕ. Уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп сире, хисеплĕ ватăсем! Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Хамăн сăмахăма Виталий Адюков юрлакан юрăри йĕркесемпе вĕçлес килет:
"Ан кулян эс, ан кулян,
Ватлăх пăхнăшăн куçран.
Ватлăх пăхнăшăн куçран
Питĕ хытă ан кулян..."
Ф.КУЗНЕЦОВА, ветерансен районти Канашĕн председателĕн çумĕ.