Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх кунĕ

01 октября 2014 г.

 Çынсем сывă пулччăр тесен ачасене пĕчĕкренех физкультурăпа спорта юратса ỹстерме хăнăхтармалла. Шăпах çакна тĕп тимлĕхре тытаççĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта. Нумаях пулмасть кунта Сывлăх кунĕ пулса иртрĕ. Сывлăх кунĕ - тĕрлĕрен ăмăртусем, вăйăсем. Хальхинче, ирхи гимнастика хыççăн, "Сатурн", "Скорпион", "Хăвăрт ăмăрт кайăк", "Уйăх" командăсем пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç. Паллах, никама та çăмăл пулмарĕ. Çавах та "Хăвăрт ăмăрт кайăк", хăйĕн ятне тỹрре кăларса, пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ (капитанĕ - 4 класри Зоя Тимошкина). "Уйăх" (Анастасия Макарова) унран кăштах çеç кая юлчĕ. "Сатурнпа" "Скорпион" та (Ксения Матвеевапа Ангелина Ишмуллина) хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. 5-9 классенче вĕренекен хĕрачасемшĕн те Сывлăх кунĕ хĕрỹ иртрĕ - вĕсем хăйсем хушшинче чи вăйлисене баскетболла выляса палăртрĕç. Арçын ачасем вара мини-футбол турнирĕнче тупăшрĕç. 

В.БОНДАРЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика