Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йỹнĕ кредит параççĕ

04 октября 2014 г.

Йỹнĕ кредит параççĕ

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 1-мĕшĕнче Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа курнăçнă. Тĕл пулура палăртнă тăрăх - Чăваш Республики Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур индикатора пурнăçлать. Федераци бюджетĕнчен пулăшнине тата республика тухăçлă мерăсем йышăннине кура социаллă пĕлтерĕшлĕ тата васкавлă тăкаксем валли, Чăваш Енĕн парăм обязательствисене пурнăçлама укçа уйăрассине тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех Чăваш Енĕн 2012-2013 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕнчен ача сачĕсен строительствипе реконструкцийĕ валли тата кĕске вăхăтлăх илнĕ, пĕтĕмĕшле виçи 3 млрд тенкĕпе танлашакан кредитсемпе çыхăннă парăм обязательствисене виçеллĕ тăвас ыйтусене сỹтсе явнă. "Раççей Финанс министерствипе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркеленчĕç, кирлĕ пулăшăва яланах илетпĕр. Паянхи тĕл пулура Антон Германович Силуановпа малашне çыхăну тытса ĕçлессине, çав шутра хушма пулăшу илессине пăхса тухрăмăр. Калăпăр, эпир кĕске вăхăтлăх кредитсем илнĕччĕ, халĕ вара банксен кредит ресурсĕсем çулталăкри 12,5 процент таран хакланчĕç. Республика бюджечĕ шайлашуллă, патшалăх парăмĕ хамăрăн тупăшсен 50 процент пĕчĕкрех, çавна май кăçал Чăваш Ене çулталăкри 0,1 процент виçепе бюджет кредичĕ пама йышăннă, ку республикăна кулленхи тỹлевсене 5 çуллăха реструктуризацилеме май парать", - тенĕ Михаил Игнатьев тĕл пулу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика