04 октября 2014 г.
![Педагогсен - уяв Педагогсен - уяв](../UserFiles/news/20141006/denj_pedagoga_Preview.jpg)
Кĕçнерни кун районти Культура аталанăвĕн центрĕнче Учитель кунне халалласа уяв иртрĕ. Халăха вĕрентес ĕçре тăрăшакансене район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Владимир Петьков, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева ăшшăн саламларĕç, хисеплĕ професси çыннисене çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен учительсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков хĕрỹллĕн саламларĕ, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тунă çынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотипе чысларĕ. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, хисеплĕ ят панине çирĕплетекен знакпа хавхалантарчĕç. Патирекри тĕп шкул учительне Э.Шарипована "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ парас ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ" знакпа, Шăмăршăри вăтам шкул учительне В.Мартынова РФ Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Уяв илемлĕ пултарулăх коллективĕсен вăйĕпе йĕркеленĕ чаплă концертпа вĕçленчĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕн, ачасен "Антонина" халăх ташă ушкăнĕн, ачасен искусство шкулĕн тата педагогсен пултаруллăхĕ уява илем кỹчĕ.
С.ЮНУСОВА.