Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăран пăркаланатăн - суд сакки çине ларатăн

04 октября 2014 г.

 Раççейри Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн сотрудникĕсем массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пĕрле брифинг ирттерчĕç. Следстви пайĕнче ĕçлекен сотрудниксем журналистсене хăш-пĕр çамрăксем çар службине каяссинчен пăрăнса юлассипе çыхăннă уголовлă ĕçсене тĕпченĕ фактсем çинчен каласа пачĕç, çакнашкал преступлени яваплăхĕ çинче чарăнса тăчĕç. 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн гражданĕсене çар службине илессипе çыхăннă призыв тапхăрĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Ун умĕн маларах Чăваш Республикин следстви управленийĕн 2013 çулта тата кăçал хальхи вăхăт тĕлне граждансем призывран пăрăннă фактсем тăрăх пуçарнă уголовнăй ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59 статйипе килĕшỹллĕн, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тивĕçĕ. Призывран пăрăннăшăн РФ УКĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх айăплама, 2 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Урăхларах айăплавсене илсен, 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 2 çуллăх срок таран ирĕксĕрлеттерсе ĕçлеттерме пултарнине асăнмалла. 2013 çулта Чăваш Енре службăран пăркаланакан призывниксем пирки 25 уголовнăй ĕç пуçарнă (2012 çулта - 14, 2011 çулта - 38). Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ çакнашкал призывниксем пирки судсене 14 уголовнăй ĕç материалĕсене тăратнă. Çав шутран 9-шĕ - Патăрьел, 2-шĕ - Шăмăршă, 2-шĕ - Елчĕк, пĕри Комсомольски районĕсенчи çамрăксем. Кăçал паянхи кун тĕлне Чăваш Енре службăран пăркаланнăшăн 17 уголовлă ĕçе вĕçлесе судсене янă. Çак шутран 3-шĕ Патăрьел, пĕри - Шăмăршă, пĕри Комсомольски районĕсенчи çамрăксемпе çыхăннă. Уголовлă майпа айăпланă хыççăн пурпĕрех çар службине кайма тивет. Çар комиссариачĕн повесткине илсен призывникăн тỹрех призыв мероприятине, Патăрьелне çитмелле. Унта каймасăр юлма, шута илме тивĕçлĕ сăлтавсăр пуçне, нимĕн те пулма пултараймасть. Пĕр çул салтак тумне тăхăнса çỹрени, çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани призывника хăйне те, унăн ашшĕ-амăшне те чыс кỹрет. 

Р.ШАЙХАЛОВ, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика