Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ман сăввăмсем тухаççĕ чĕререн…"

04 октября 2014 г.

 Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти тутар чĕлхипе литератури учителĕ Эльзия Минегалиевна Шарипова - пур енлĕ аталаннă çын. Ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнисĕр пуçне юрлать те, ташлать те, сăвăсем те çырать. Сăвви-калавĕсене пухса кĕнеке кăларма ĕмĕтленет. - Ман сăввăмсем чĕререн тухаççĕ, - тет Эльзия Минегалиевна. - Ачасене те чĕлхе илемне туйма, çепĕç сăмахсем шырама, тавракурăма ỹстерме вĕрентессишĕн тăрăшатăп. Э.Шарипова Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ. 1982 çулта Хусанти педагогика институчĕн тутар чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 32-мĕш çул шкул сукмакне такăрлатать, кашни ирех ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕмĕт - тĕллевпе класа кĕрет. - Эльзия Минегалиевна - опытлă, творчествăлла ĕçлекен педагог, - тет Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ А.Камалетдинова. - Унăн тĕп тĕллевĕ - тутар чĕлхине, наци традицийĕсене тата тăван халăх культурине упраса хăварасси. Вĕрентỹ ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курать, унăн вĕренекенĕсем - предмет олимпиадисен çĕнтерỹçисен йышĕнче. Юлашки виçĕ çул хушшинче Эльзия Минегалиевнăн тăватă вĕренекенĕ тутар чĕлхипе ирттернĕ районти олимпиадăра мала тухнă, регионти "Кемеш калям" конкурсра та тăваттăн çĕнтернĕ. Регионти "Халăх ăсĕ - манăн чĕрере" конкурсра та пурне те тарăн пĕлỹпе тĕлĕнтернĕ. Э.М.Шарипован 30 ытла вĕренекенĕ дистанциллĕ олимпиадăсемпе вăйăсен тата конкурссен дипломанчĕпе лауреачĕ пулса тăнă. Патирек ачисем литература конкурсĕсенче те мала тухаççĕ, вĕсен сăвви-калавĕсене республикăри тутарсен "Вакыт" хаçачĕ те хапăл тусах пичетлет. Шкулта тĕпчев ĕçĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче ра- йонти "Наука. Пултарулăх. Аталану" наукăпа практика конференцийĕн "Тутар филологийĕ" секцийĕнче Патирек ачисем тăватă хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. Эльзия Минегалиевна - яланах творчество шыравĕнче. Обществăшăн усăллă ĕçсене чун-чĕре хастарлăхĕпе хутшăнать, вăл ертсе пыракан илемлĕ пултарулăх коллективĕ районти тата республикăри фестивальсенче лауреат ятне тивĕçнĕ. Çакна та палăртмалла: Э.М.Шарипова - тутар чĕлхипе литератури учителĕсен Пĕтĕм Раççейри V съезчĕн делегачĕ. Кун пек пысăк чыса çĕр-шыври чи лайăх вĕрентекенсем çеç тивĕçнĕ. Эльзия Минегалиевна туслăх элчи те: тутар, вырăс, чăваш ачисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ырă сунса та хисеплесе пурăнччĕр тесе питĕ нумай тăрăшать.

И.САЛАНДАЕВ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика