Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзамен тытассинче - çĕнĕлĕхсем

04 октября 2014 г.

 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче Раççей шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем валли пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Сăмахран, математикăпа профиль экзаменне суйлама тивĕ, ют çĕршыв чĕлхипе çырса çеç мар, хуравсене сăмах вĕççĕн те калĕç. Чи пĕлтерĕшли вара - ЕГЭ тытма ирĕк илмешкĕн шкултан вĕренсе тухакансен вырăс чĕлхипе сочинение ăнăçлă çырма тивет. ЕГЭ-не яланхилле виçĕ тапхăрпа мар, иккĕпе - апрель тата май - июнь уйăхĕсенче йĕркелĕç.

Президент сочиненийĕ

Вырăс чĕлхипе сочинени çырмаллине тĕрĕслеве кĕртме Владимир Путин Президент хушăвĕсĕнĕвĕпе йышăннă. Сочинение выпускниксем декабрь уйăхĕнче çыраççĕ, тивĕçлĕ хаклав илейменнисем ăна февраль тата апрель - май уйăхĕсенче тепĕр хутчен çырма пултараççĕ. "Хевтесĕр е сусăр ачасен сочинение изложенипе ылмаштарма ирĕк пур", - пĕлтереççĕ Рособр-надзортан. Сочиненипе изложение икĕ тĕрлĕ çеç хаклаççĕ: "шута илнĕ" е "шута илмен". Шута илнисен вара ЕГЭ тытма ирĕк пур. Пĕтĕмлетỹ сочиненийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш темăсене палăртнă: "Недаром помнит вся Россия" (М.Ю.Лермонтов çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле), "Вопросы, заданные человечеству войной", "Человек и природа в отечественной и мировой литературе", "Спор поколений: вместе и врозь", "Чем живы люди?" Рособрнадзортан пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче вырăс чĕлхипе кĕске шухăшлав-эссе çырнине те сыхласа хăварнă. Çак предметпа хурав суйласа илмелли заданисен пайĕ малашне пулмĕ. Сăмах май каласан, çакнашкал ĕçсен калăпăшĕ ытти предметсен экзаменĕнче те пĕчĕкленĕ. Тест заданийĕсем пулмасан та, экзаменсен кăткăслăхĕ чакмасть. 2013 çулта Раççейре йышăннă математика вĕренĕвне аталантармалли концепципе килĕшỹллĕн çак предметпа ЕГЭ икĕ пая уйăраççĕ - профиль тата никĕс шайĕсем. Экзамена икĕ майпа тыттарассине кашни регион хăй йышăнать. Вăтам шкултан вĕренсе тухнине ĕнентерекен аттестата илме асăннă предметпа никĕс шайра экзамен тытни те çителĕклĕ. Анчах та аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес тĕллевлисен математикăна профиль шайĕпе пĕлмелле.

Ют çĕршыв чĕлхипе калаçса кăтартмалла

Ют чĕлхепе экзамен тытас текенсен хуравсене çырса çеç мар, пĕлĕве сăмах вĕççĕн те каласа çирĕплетмелле. Хальлĕхе сăмах вĕççĕн хуравламалли ĕçсене пурнăçласси - выпускникăн ирĕкĕпе. Нумай балл пухас тĕллевлисен ку пайран пăрăнма май килмĕ. 100 балл таран пухас текенсен çыру пайĕнче 80 балл, сăмах вĕççĕн каласа 20 балл пухма май пур.

Заданисен уçă банкĕ

ЕГЭ тĕрĕслев-виçев материалĕсене 2015 çулта заданисен уçă банкĕн-чен те кĕртĕç. Педагогика виçевĕсен федераци институчĕн сайчĕ урлă кĕрсе асăннă банкри заданисемпе паллашма май пур. "Раççейри кашни вăхăт поясĕ валли тĕрĕслев-виçев материалĕсен хăйсен пуххине хатĕрлĕç. Çапла вара шкул пĕтерекенсен урăх поясра пурăнакан тантăшĕсен заданийĕсемпе усă курма май килмĕ", - пĕлтереççĕ Рособрнадзортан.

Йĕркене улăштарнă

Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн ЕГЭ малтанхилле виçĕ тапхăрпа иртмĕç. Çитес çул шкул пĕтерекенсем, вăтам пĕлỹ маларах илнисем экзаменсене апрель-июнь уйăхĕсенче тытĕç. Кашни ача вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй йĕркепе экзамен тытать, хăйĕн ирĕкĕпе хăш предметсене суйланине мартăн 1-мĕшĕччен пĕлтермелле. Хăш-пĕр предметсемпе, сăмахран, географипе, ăна вĕренсе пĕтерсенех 10-мĕш класра тытма май пур. 2014 çулхи ЕГЭ "Эпир тĕрĕс экзаменсемшĕн" девизпа йĕркелерĕç. Килес çулхи экзамен компанийĕн тĕллевĕ те çаплах. Экзамен иртекен кашни пункта видеосăнавпа тивĕçтерĕç, вĕренекенсене тĕрĕслесе кĕртĕç, онлайн тытăмĕпе сăнав пыракан пỹлĕмсем те йышланĕç. 

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика