Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх кунĕ - "Чăваш вăрманĕнче"

04 октября 2014 г.

Комсомольскинчи тĕп библиотека çумĕнчи ветерансен "Надежда" клубĕ тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттерет, çав шутра Сывлăх кунĕсене те. Хальхинче ветерансем Ваттисен праçникне халалласа черетлĕ Сывлăх кунне "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче йĕркелерĕç. Вăрманĕ илемлĕ, ытарма çук. Наци паркĕн специалисчĕ Светлана Васильевна Ларионова пире наци паркĕн историйĕпе çеç мар, унăн кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вăрман çынсен пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Шăмăршă районĕнчи "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче вăрмана чăннипех хисеплекен, юратакан çынсем ĕçлеççĕ. Унта чăвашлăх историйĕпе çыхăннă юпа-палăксем тата ытти экспонатсем вырнаçтарни те вырăнлă. Вăрман утма çулĕ çинче пире пĕр кĕтмен çĕртен чăвашăн илемлĕ тумне тăхăннă пике чăваш сăрипе хăналарĕ. Сăри кăмăла уçсах ячĕ. Таса сывлăш çăтмахĕнче эпир хамăра çамрăкланнă пекех туйрăмăр, таканкки çинче те ярăнса куртăмăр, канма пынисем валли тунă çуртра апатлантăмăр. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнчи йĕркелĕхе курнă хыçççăн, пире Комсомольски вăрманĕн шăпи пăшăрхантарчĕ. Пирĕн вăрманта талккăшпех ỹкнĕ-каснă йывăçсем урлă-пирлĕ выртаççĕ, такăнса ỹкмесĕр вăрмантан тухаймăн. Çитменнине пирĕн вăрмана машинăсемпех тĕрлĕ çỹп-çап, каяш пырса пăрахакан та сахал мар. Хамăр вăрмана пирĕн хисеплемелле, юратмалла, вăл пирĕншĕн пурăнать, ĕçлет, унта йĕрке тумаллах.

Р. МОИСЕЕВ. Комсомольски районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика