04 октября 2014 г.

"Шкулта вĕреннĕ чухне учительница сочинени çыртарнине ас тăватăп. "Кам пулас-ши манăн?" ятлăччĕ. Хăш-пĕр ачасем тракторист, тухтăр, летчик пуласшăн. Эпĕ вара: "Агроном пулас килет!" тесе çыртăм. Тепĕр эрнере, сочиненисене сỹтсе явнă чух, вĕрентекен манран мĕншĕн агроном профессине килĕштерни пирки ыйтрĕ. "Агрономăн ĕçĕ йывăр мар: çулла ĕçлет, хĕлĕпе çывăрать", - терĕм те , пĕтĕм класс учительпе пĕрле ахăлтатсах кулчĕ..." Çапла аса илет хăйĕн ачалăх çулĕсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, Анат Чаткасра çуралса кунти çерем çинче çарран чупнă, ỹсерехпе колхозри техника паркĕпе, механизаторсемпе туслашнă, çĕр çыннин çулталăкĕ-пех канăç çуккине хăйĕн куçĕсемпе курса ĕненнĕ Николай Андреевич Воробьев. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Коля хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлама Вăрнарти совхоз-техникума кайса кĕрет, агроном специальноçне суйласа илет. Тăрăшса вĕреннипе пĕрлех техникумри обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать, ахальтен мар ĕнтĕ чи лайăх студентсенчен пĕри шутланать. Алла диплом илсен Совет Çарĕнчи службăна кайма черет çитет. Артиллери разведкинче отделени командирĕ пулать Николай Воробьев аслă сержант. "Çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ" ята тивĕçет. 1976 çулхи май уйăхĕ. Колхозра хĕрсех çур аки пырать. Салтакран тин çеç таврăннă Н.Воробьева колхоз ертỹçисем тỹрех ĕç тупса параççĕ. Вăрлăх туса илекен агроном должноçĕ пурччĕ ун чух. Николай Андреевич вырма вăхăтĕнче ашшĕпе пĕрле йĕтем çинче сортировкăпа ĕçлет, вăрлăх хатĕрлес ĕçĕн вăрттăнлă- хĕсене алла илет. Çапах та çамрăк алăсем пысăкрах ĕçшĕн тунсăхланă. Вара Н.Воробьев Çĕр- пỹри "Сельхозхимия" пĕрлешỹре ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен агрономра ĕçлеме пуçлать. Наука çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртессишĕн, хими препарачĕсен витĕмлĕхне ỹстерессишĕн нумай тăрăшать. Ютра лайăх пулин те, тăван ял чуна çывăхрах çав. 1980 çулта Н.Воробьев каллех çуралса ỹснĕ тăрăха таврăнать. Вăрлăх туса илекен агрономра, 1984 çултанпа вара тĕп агрономра ĕçлет. Çав хушăрах Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи уйрăмĕнчен вĕренсе тухать. Çĕр ĕç продукчĕсем туса илнĕ çĕрти çитĕнỹсемшĕн ("Восход" колхоз пĕр çул та начар тухăç илмен, яланах районта малта пынă) 2001 çулта Н.Воробьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамоти те Николай Андреевичăн тăрăшуллă ĕçне хаклать. Хастар та тỹрĕ кăмăллă çынна ял-йыш тивĕçлипе хисеплет. Николай Андреевича виçĕ созыв район Совечĕн депутатне суйлаççĕ. 2006 çултанпа паянхи кунчченех Н.Воробьев "Колос" хуçалăхăн тĕп агрономĕнче тăрăшать. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра вăл районта пĕртен-пĕр тĕп агроном. Ытти хуçалăхсенче, темшĕн, çĕр хуçин должноçне пĕтерчĕç. Çавăнпах тыр-пул тухăçĕ те нумай чакрĕ, вăрлăхсене çĕнетсе пырассишĕн те тивĕçлипе тăрăшмастпăр. "Çĕр вăл - анне пекех", - тет Н.Воробьев. - Çĕр пире ыррине çеç парасшăн. Çавăнпа та пирĕн чунсăр та ăссăр пулмалла мар, çĕре аннене юратнă пекех юратмалла". "Колос" хуçалăх кăçалхи çăмăл мар çулта та районта чи пысăк тухăç пуçтарса кĕртрĕ, кашни гектар 26-шар центнера яхăн тырă пачĕ. Çак центнерсем тар тăкса ĕçлемесĕр пулман. ... АЧА чухне çырнă сочинение тепĕр хут аса илнĕ май, эпĕ Николай Андреевичран халĕ агроном ĕçĕ пирки мĕн шутлани çинчен ыйтрăм. "38 çул агрономра ĕçлесе, суйласа илнĕ професси чи йывăррисенчен пĕри пулнине лайăх ăнлантăм,- терĕ Н.Воробьев. - Апла пулин те агроном пулнишĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Хирте çĕр пăсĕ тухнине сăнама, тăри юррине итлеме, тракторсен кĕрлевĕпе хавхаланса ĕçлеме юрататăп. Пĕр гектар çĕр те акăнмасăр ан юлтăрччĕ, пулăхлă тăпра çурхи шывпа юхса ан кайтăрччĕ. Çĕр пире тăрантарать, пурăнма вăй-хал парать. Çак чăнлăха ачаран ăнланса илсен çеç эпир ял хуçалăхне çĕклеме пултарăпăр. Ют çĕр-шывсенчен апат-çимĕç туянни пирĕн патшалăха, халăхăмăра пĕрре те чыс кỹмест". "КОЛОС" ХУÇАЛĂХРА пулнă чух трактористсем юлашки гектарсем çинче çĕртме сухи тăватчĕç. Т-150 тракторпа ĕçлекен Николай Захаров та, МТЗ-1221 трактор хуçи Петр Захаров та, ДТ-75 "хурçă ута" "çăварлăхланă" Вячеслав Богатнов та - манăн тахçанхи тусăмсем. Вĕсен çилпе-тусанпа хуралнă пичĕсенче ăшă кулă çиçет. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç, çĕр ĕçченĕшĕн савăнăç. Хĕл иртĕ те, çуркунне çитĕ. Уй-хир каллех моторсен шавĕпе тулĕ. Пурнăç - малалла! Николай Андреевич Воробьев тĕп агронома пурнăçĕнчи паллă кунпа - çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа чĕререн саламларăм. Кĕрекере мар, хиртех саламлă сăвă сăмахĕсене каларăм:
"Тулли пучах пăшăлтатать-и,
Ăш çил вĕрсен чуна уçса.
Агронома телей сунатăп,
Ĕçỹ сан пытăрччĕ ăнса!"
И.САЛАНДАЕВ.