08 октября 2014 г.
Чăван Енри хуласемпе ялсенче пурăнакансем паян хăйсен ачине ача садне патшалăх çăмăллăхĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕ (ЕПГУ) урлă çырăнтарма пултараççĕ. Иртнĕ кунсенче республикăра çак çăмăллăха электрон майĕпе пурнăçласси çине куçнă. Çăмăллăхпа усă курас тесен, ЕПГУра регистраци тумалла, хăвăра кирлĕ район администрацине суйласа илмелле тата "Пурте усă курма пултаракан шкулчченхи тỹлевсĕр пĕлĕве памалли йĕрке" пая кĕмелле. Малалла заявлени памалли йĕркепе ĕçлемелле: ашшĕ-амăшĕпе ача çинчен пĕлтернине çырса тултармалла, ача садне суйласа илмелле, ачана садике хăçан яма шутланине кăтартмалла тата ытти те. ЕПГУ урлă электрон майĕпе янă заявлени çийĕнчех хула е район администрацине çитет. Çăмăллăх пани çинчен сире СМСпа е электрон почтипе пĕлтерĕç. Çакна палăртмалла: Раççей Çыхăну министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансен 6,54 проценчĕ ЕПГУра регистраци иртнĕ. Вĕсем пурте федерацин патшалăх çăмăллăхĕсене илме тата регионпа муниципалитетăн 69 çăмăллăхĕпе усă курма пултараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха "пĕр чỹрече" меслечĕпе нумай функциллĕ центрсен сетьĕ урлă çăмăллăхсем пани çынсен вăхăтне нумай перекетлеме, коррупци ĕçĕсем тумалли майсене сирсе яма май панине палăртнă.