Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхра та чун çамрăкланать

08 октября 2014 г.

 Шăпах çакна çирĕплетрĕç Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем, Баскакри вăрман уçланкине пухăннă май. Такам хушнипе йĕркеленĕ пулăм мар ку, çулланнă çынсем пĕр-пĕринпе курса калаçас, пĕрле савăнас тени. Пĕрле пулсан, ват çын та çамрăкланать çав. Чăвашĕ, тутарĕ, ирçи - пурте пĕр çемьери пек. Акă Тамарăпа Николай Васильевсем ирçе юрри-такмакĕпе савăнтарчĕç. Чăвашсем те маххă параканнисемех мар - Таньăпа Василий Сафроновсен сассисем шăпчăксенчен пĕрре те кая мар. Тутарсем те аякра тăрса юлмарĕç. Вăрман уçланкине пухăннисене ял тăрăхĕн ĕçченĕсем Ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Ăшă сăмах вара пысăк парнерен те хаклăрах. 

А.СМАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика