Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи çĕртмен усси пурах-тăр…

08 октября 2014 г.

Кĕрхи çĕртмен усси пурах-тăр…

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕпе Вадим Севрюгинпа кăçалхи тухăç пирки шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Çанталăк типĕ те шăрăх тăнине пăхмасăр (акнăранпа та çĕре витермелле çумăр çумарĕ вĕт!), хăш-пĕр хуçалăхăн кăçал та пỹлмисем тулли. Вадим Петрович çакна чăн малтан иртнĕ çул кĕрхи çĕртме сухине туса хăварнипе çыхăнтарать. - Кĕрхи çĕртме - агротехникăн чи пысăк пĕлтерĕшĕ меслечĕсенчен пĕри, - терĕ В.Севрюгин. - Сухаланă çĕр кĕркуннехи тата çуркуннехи нỹрĕке лайăх çăтать, çум курăксем тата сиенлĕ чĕр-чунсем, хăш-пĕр чир-чĕр пĕтеççĕ. Плуг тĕренĕ çавăрса çапнă хăмăл та çĕрсе удобрени пулать. "Сиенлĕ чĕр-чунсен" шутне Вадим Петрович шăшисене кĕртет. Кăçал вĕсем хирте ытла та вăйлă ĕрченĕ иккен. Нумай çул ỹсекен курăксен тымарĕсене кăшлаççĕ, пыра-киле кĕр тыррисене тапăнас хăрушлăх пур. Çавăнпа та хуçалăхсен пĕр тăхтаса тăмасăр кăшлакан чĕр-чунсене наркăмăшлă препаратсемпе пĕтерме тăрăшмалла. Вĕсене Россельхозцентрăн Шăмăршăри уйрăмĕнче (унчченхи вăрлăх инспекцийĕ) туянма пулать. Сухаланă хирте, паллах, шăшисем те пурăнаймаççĕ. Сухаламан уй - вĕсемшĕн чăн-чăн çăтмах. Суха тарăнăшĕ 15-18 сантиметр, килес çул çĕр улмипе тымар çимĕçсем çитĕнтерме палăртнă хирте вара 20 сантиметр таран пулмалла. Районĕпе кăçал 5500 гектар кĕрхи çĕртме сухи тумалла. Паянхи куна "Исток" хуçалăх мĕн пур лаптăка сухаланă, "Колосра" çак ĕç вĕçленсе пырать. В.Симурзин, А.Юнкеров, Ю.Юнкеров, О.Хлюкин фермерсем те хăйсен хирĕ-сене сухаласа хăварнă. Çуллен пĕтĕм лаптăк çинче çĕртме сухи тăвакан хуçалăхсенче тыр-пул тухăçĕ те пысăк. Акă О.Хлюкин фермер кăçал гектартан 26,9, "Колос" хуçалăх - 25,6, В.Павлов фермер - 23,9 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Кĕркунне сухаламан, çум-курăк пусса илнĕ хирсен тухăçĕ те пĕчĕк ĕнтĕ: гектартан 5-6 центнер тухайнă-ши? Тем пек сухалĕччĕç те... Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ ытла та пысăк-çке. Соляркăн пĕр литрне 30-33 тенкĕпе туянса, пĕр килограмм тулла 5-6 тенкĕпе çеç сутни çĕр ĕçченне тупăш кỹмест. Техника кивелсе çитни те чăрмав кỹрет. Унчченхи пек икшер сменăпа, çĕрлехи вăхăтра та сухаласси аса илмелĕх çеç юлчĕ. Ватă механизаторсем каланă тăрăх, ĕлĕкрех кĕрхи çĕртме сухине августрах туса хăварнă. Мĕн чухлĕ иртерех сухалатăн - çитес çул çавăн чухлĕ пысăкрах тухăç пулĕ. Ахальтен мар агрономсем: "Августри çĕртме - чи лайăххи" тесе хаклаççĕ. "Çуртрисене кĕрхи çĕртме тунă хирсене çеç акаттăмăр, - аса илет нумай çул хушши Анат Чаткасри "Восход" колхозра ертсе пынă М.Н.Ухваркин.- Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕр çуркунне илемлĕн пăсланса выртатчĕ, кăмакаран тин çеç кăларнă ыраш çăкăрĕ пек туйăнатчĕ..." Сакăр вуннăмĕш çулсенче "Восход" колхоза кайсан эпĕ çак йĕркесене çырнăччĕ:

"Хирте ĕçлет халь сакăр трактор,

Çĕрле те канаймасть хресчен.

Кĕрхи çĕртмен усси пурах-тăр,

Усси - тулли пучахсенче".

Çапла, пучах - сулмаклă, кĕлет - тулли пултăр тесен, çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнмалла. Кĕрхи çĕртме сухине пĕтĕм лаптăк çинче тусан, çуркунне ĕç те сахалланĕччĕ, çур акине кĕске вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттерсе вăйлă тыр-пул никĕсне хывма пултарăттăмăр.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика