Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упăшкаран нимĕн те ан пытарăр

08 октября 2014 г.

 Палюк икĕ юлташĕпе Шăмăршăра платникре ĕçлерĕ. Тепĕр эрнерен, ĕç вĕçленнĕ кун, арăмĕ патне телефонпа шăнкăравларĕ: "Праски, 7 сехет тĕлнелле ĕçе вĕçлесе пыратăп, мунча хут-ха, пĕр эрне йĕркеллĕ çăвăнман",- терĕ. Праски упăшки хушнине пурнăçларĕ. Мунча хутасси уншăн йывăр ĕç мар, шывĕ мунчарах, вутти те хатĕр. Палюк, чăнах та, каç пулнă чух килсе çитрĕ. Пит шухăшласа тăмарĕ, ĕçлесе илнĕ укçан пĕр пайне пачĕ, кăштах хăй валли те хăварчĕ, унтан: "Мунча хатĕр-и?" - терĕ. "Хатĕр, кайма пултаратăн. Эпĕ кайран çурăм çума пыратăп", - пулчĕ хурав. Палюк мунчана кайрĕ, хывăнсан лапка çине улăхса ларчĕ. Тарласа çăвăннă хыççăн алкумне тухса ларчĕ. Мунчаран инçе мар сад пахчинче кайăк сасси илтĕнет. Акă Палюк милĕк илсе лапка çине улăхса ларчĕ, çан-çурăмне кантармалла чул çине шыв сапрĕ. Сасартăк мунча кăмаки çинче темĕн шартлатрĕ. Хура хăрăм, пăс тапса тухрĕ. Лапка çинче ларакан арçын нимĕн ăнланмасăр мунчаран вирхĕнсе тухрĕ. Палюк тăна кĕрсен арăмне чĕнчĕ. "Вăт ухмах, мунча кăмакине четвĕрт кĕленчипе ханша пытарса лартнăччĕ...Илме мансах кайнă", - ăнлантарчĕ Праски мĕн пулнине пĕлсен. Палюк малтан хĕрарăм çине куçĕпе сиввĕн пăхрĕ, кайран кулса ячĕ: "Ханшана манран пытарнă пуль-ха". Праски ĕсĕклесех ăнлантарчĕ: "Кун пек пуласса пĕлнĕ пулсан санран пытарман пулăттăм. Хăв юлашки вăхăтра эрехпе иртĕхеттĕн те..." Палюк йĕркеллех мунча кĕрсе тухрĕ. Арăмĕ упăшкине çурăм çума пулăшрĕ. Юрать-ха, кĕленче ванчăкĕ-сем ăна суранламан. "Текех манран нимĕн те ан пытар, хамах ĕçме пăрахатăп", - терĕ Палюк арăмне питĕн-чен чуп туса. Арçын каланă сăмахне тытрĕ-тытрех. 

А.ВИШНЕВСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика