Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă учитель, талантлă музыкант

11 октября 2014 г.

Пирĕн районта К.Анисимов учителе чылайăшĕ паллать. Шăмăршă вăтам шкулĕнче ачасене пĕр улшăнми 29 çул музыкăпа вĕрентет вăл. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа, професси ăсталăхĕпе пурнăçланă, общество ĕçĕсене хастар хутшăннă май, Константин Васильевич коллективпа ачасен тата ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн пултаруллă учителе, талантлă музыканта Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Тав хучĕсемпе чысланă. Юрă-кĕвве Костя пĕчĕкренех юратнă. Килти "Чайка" хут купăса час-часах алла тытнă вăл, унпа хăй тĕллĕнех тĕрлĕ кĕвĕсем калама хăнăхнă. Музыка туртăмне кура куккăшĕ ăна баян туянса панă. Çак инструмента та хăвăрт алла илнĕ 6-мĕш класс ачи. Питĕ тĕлĕнмелле те, музыка учительне юрă урокĕсем ирттерме те пулăшнă Константин (педагог музыка инструменчĕпе калама пĕлмен). Шăпах çав тапхăрта арçын ачан чун-чĕринче çутă ĕмĕт çуралнă. "Эпĕ музыка учителĕ пулатăп!" - шанăçпа çунатланнă вăл. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен, 1979 çулта, К.Анисимов Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1983 çулта учитель дипломне илсен Улатăр районĕн çамрăкне Шăмăршăри вăтам шкула ĕçлеме янă. Константин Васильевич, баянпа та, фортепианопа та ăста калаканскер, уроксем ирттернисĕр пуçне, учительсен тата ачасен хорĕсене те йĕркелесе янă. Пĕрлех уйрăм солистсемпе, вокал ансамблĕсемпе те ĕçленĕ. Шăмăршă шкулĕ тĕрлĕ фестивальсенче мала тухни музыка учительне те, вĕренỹ учрежденине те илем кỹнĕ. Вĕренỹ çулне вĕçлес умĕн К.Анисимов салтака кайма повестка илнĕ. Çар тивĕçне Сывлăш-çар чаçĕнче, штабăн яваплă должноçĕнче пурнăçланă. Икĕ çултан К.Анисимов сержант Шăмăршă вăтам шкулнех ĕçлеме таврăннă. Константин Васильевич юратнă ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăннă. Каллех ачасен тата учительсен хорĕсене йĕркеленĕ, вĕсем концертсене, тĕрлĕ фестивальсене активлă хутшăннă. 1-7 классенче музыка урокĕсене Кабалевский программипе килĕшỹллĕн тата çỹллĕ методика шайĕнче ирттернĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă çамрăк учитель. К.Анисимов Шăмăршăри арçынсен халăх хорĕнче юрланă, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче мелодие йĕркелесе пыракан пĕрремĕш трубапа каланă. Музыкăна чунтан юратакан учитель шкулта ĕçленипе кăна çырлахман. Константин Васильевич уроксем хыççăн, тĕрлĕ çулсенче "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн, "Шемуршинский" совхозăн, Виçпỹрт Шăмăршăри "Победа" колхозăн хорĕсене те ертсе пынă. Çак колхозăн хорĕ районти смотр-конкурсра малти вырăна та тухнă. Вăхăт кустăрми пĕр чарăнмасăр малаллах çаврăнать. Константин Васильевичăн ĕçри хастарлăхĕ чакмасть. Вăл ертсе пыракан учительсен коллективĕ кăçал çуркунне районти хорсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Нумаях пулмасть çак хор республикăри фестивалĕн зонăри концертĕнче "Талантшăн чикĕ çук" номинацире Диплома тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче вĕрентỹ ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем кĕрсе пыраççĕ. 2013 çултан пуçласа К.Анисимов музыка урокĕсене О.Усачева программине тĕпе хурса йĕркелет. Информаципе компьютер технологине, электронлă музыкăна унчченхи меслетсемпе тачă çыхăнтарса уроксене ачасемшĕн интереслĕ ирттерме тăрăшать Константин Васильевич. Çапах та "чĕрĕ сасă" паракан баянпа фортепиано унăн урокĕсенче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ачасене юрлама, юрă-кĕвве юратма, илемлĕхе туйма, сцена ăсталăхне кăтартма хăнăхтарнисĕр пуçне музыка учителĕ вĕсене ăшă кăмăллă, ырă чун-чĕреллĕ пулма та вĕрентет. Константин Васильевич хăй те - пурне те ырă сунакан сăпайлă та интеллигентла çын. К.Анисимов юрăсем те кĕвĕлет. И.Саландаев журналист сăввисем тăрăх 10 юрă ытла çырнă вăл. Çак илемлĕ юрăсене сцена çинче уйрăм солистсем те, вокал ушкăнĕсем те, хорсем те пĕр хутчен мар шăрантарнă, куракансем вĕсене яланах ăшшăн йышăнаççĕ. Константин Васильевич хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле, Татьяна Михайловнăпа, - вăл та Шăмăршă вăтам шкулĕнчех ĕçлет, ачасене историпе вĕрентет,- пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, аслă пĕлỹ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дмитрий - Шупашкарти банкра, Даша çак хула администрацийĕнче вăй хураççĕ. Ывăлĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, икĕ ача ашшĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕнче К.Анисимов 50 çул тултарать. Юратнă мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем çумне хутшăнса, Константин Васильевича паллă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, педагог ĕçĕнче, илемлĕ пултарулăхра малашне те ăнăçу сунатпăр. 

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика