11 октября 2014 г.
Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ĕçлесе юсанмалла е ирĕк прависене чакармалла тунисен, "условниксен", обязательнăй ĕçсенче пулмаллисен, палăртнă тапхăрта вăл е ку должнăçра ĕçлеме юраманнисен айăплав срокĕ пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци правона сыхлакан ытти органсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. 2014 çулхи 9 уйăхра пирĕн инспекцин учечĕсем витĕр пурĕ 67 çын тухнă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 86 çын), вĕсем хушшинче çул çитменнисем çук (пĕлтĕр - 2). Хальхи вăхăтра инспекци учетĕнче 22 çын тăрать (пĕлтĕр çак вăхăтра - 26). Вĕсенчен 3-шĕ - суд йышăнăвĕпе вăл е ку должнăçра ĕçлеме юрамасть тесе палăртнисем, 2-шĕ - обязательнăй ĕçсенче пулмалли граждансем, 5-шĕ - ĕçлесе юсанмалла, 4-шĕ - ирĕк прависене чакармалла тунисем, 8-шĕ - условнăй срок илнисем. Тĕпрен илсен, инспекци учечĕсенче тăракансенчен чылайăшĕ хăйне йĕркеллĕ тытать, колоние ямасăр юсанма шанăç панине тỹрре кăларма тăрăшать, суд йышăнăвĕнче, инспекци инструкцийĕнче кăтартнă хушусене çирĕп пурнăçлать. Шел, хăш-пĕрисем ĕçке ярăнса каяççĕ, инспекци учетне çỹремеççĕ, урăх вырăнсене тухса каяççĕ, ытти граждансемпе хирĕçеççĕ-харкашаççĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ... Çавна май инспекцирен 10 çын пирки суда представлени тăратма тиврĕ. Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, вĕсене пурне те "пит аякрах мар вырăнсене" - колоние ăсатнă. 11 "условникăн" тĕрĕслев срокне тăсса панă, 6 çын çине хушма тивĕçсем хунă. Пĕр арçын вара, РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн "А" пункчĕ тăрăх судра 1 çул та 6 уйăхлăха условнăй айăплав илнĕскер, кăçал февральте каллех преступлени тунă. Ăна, паллах, колоние янă. Пĕр çынна, вăл хăйне яланах йĕркеллĕ тытнă май, срок çитичченех учетран кăларнă. Айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекци тата полицин районти уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕсем пĕрлехи вăйпа кашни эрнерех рейдсем ирттереççĕ, учетра тăракансем хăйсене мĕнлерех тытнине тĕрĕслеççĕ. Пĕрлех ăнлантару ĕçне те туса ирттереççĕ, каллех преступлени тăвасран асăрхаттараççĕ. Çын хăйĕн айăпне тарăннăн ăнлантăр, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тутăр, тỹрĕ çул çине тухма тăрăштăр тесе ĕçлесси - пирĕн тĕп тĕллев.
А.АРХИПОВ, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекци начальникĕ, шалти служба подполковникĕ.