11 октября 2014 г.
2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре кĕрхи призыв кампанийĕ старт илчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 647-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи кĕрхи призывра Раççей субъекчĕсенчен пурĕ 154 пин те 100 çынна çар службине илме палăртнă, çав шутран Чăваш Республикинчен - 1204 çамрăка. Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, çак призывра 25 йĕкĕтĕн салтак стройне тăмалла пулать (кăçал çурхи призывра ку районтан 19 çамрăка службăна ăсатнăччĕ). Кĕрхи призывра хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем те пулаççĕ. Аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен дипломлă призывниксем 12 уйăхлăха срочник е 2 çуллăха контрактник пулса службăна кайма пултараççĕ. Çамрăксем пĕр турткаланмасăр службăна каяççĕ. Вĕсем пĕр çул салтакра пулса чăн-чăн арçынсем пулса тăрасса, служба хыççăн хăйсене хуть ăçта та ĕçе хапăл тусах йышăнасса лайăх ăнланаççĕ. Çара каймасăр пăркаланса çỹрени кỹршĕсенчен те, ял-йышран та аван маррине те пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси, салтак тивĕçне пурнăçласси чи малти вырăнта тăрать вĕсемшĕн. Службăран пăркаланакан каччăсен шучĕ çулран-çул чакса пыни, паллах, савăнтарать. Ара, çĕнĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, халĕ çартан пĕр сăлтавсăр пăрăнса юлнисене (сывлăх енĕпе салтака юрăхлă пулнисене) патшалăх тата муниципаллă структурăсене ĕçе илмеççĕ-çке-ха. Кăçал çурхи призыв тапхăрĕнче салтака каяссинчен пăрăннăшăн Шăмăршă районĕн пĕр çамрăкне судпа айăплани, ăна пысăк суммăллă штраф тỹлеттерни службăран пăрăнса юлма шутлакан каччăсемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ. Призыв кампанийĕ пуçланнăранпа Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче "вĕри лини" телефонĕсем ĕçлеççĕ: 8 (8352) 62-12-67 тата 8 (83533) 4-15-81. Ĕç графикĕ (тунти кунран пуçласа эрне кунччен) - 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен. Призывниксем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çар службипе çыхăннă хуть хăш ыйтупа та тулли хурав илме пултараççĕ. Центрти çар округĕн çарĕсен командующийĕн йышăну пỹлĕмĕн электронлă адресĕ: PRIEM- CENTER@MAIL.RU. Çавăн пекех хуть мĕнле ыйтупа та Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайне те 6-12-51 (пай начальникĕ) е 6-12-52 (призыв уйрăмĕ) номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа калаçма-канашлама пулать. Кăмăл тăвакансем Патăрьелне, çар комиссариачĕн пайне (Ленин проспекчĕ, 24-мĕш çурт) те килме пултараççĕ. Шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне, эпир сире яланах хапăл туса кĕтсе илĕпĕр, призывпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăвăрсем çине тивĕçлĕ хуравсем парăпăр.
П.ВАСЮКОВ, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ.