Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инçетре, Германире…

11 октября 2014 г.

Инçетре, Германире…

Германире (ГДР) Совет çарĕсен ушкăнне (ГСВГ) нимĕç фашисчĕсене аркатса тăкнă хыççăн йĕркеленĕ. Çакă Совет Союзĕн Хĕвел анăç чиккисене тăшманран хỹтĕлессипе те çыхăннă, стратеги тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Совет Союзĕ пулнă тапхăрта Германире пирĕн çĕр-шыври 8 миллион ытла салтак тĕрлĕ чаçсенче службăра тăнă. Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн юлашки кунĕ - 1994 çулхи августăн 31-мĕшĕ. Ку утăма тума мĕн хистенĕ - çакна истори çирĕплетĕ. Европăра вара халĕ национализм пуç çĕклени, вăй илме пуçлани уççăнах палăрма тытăнчĕ. Тĕслĕх вырăнне - кỹршĕллĕ Украина... Германире чăваш салтакĕсем те Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, вĕсем - 108 пин çын. Вăл шутра пирĕн ентешсем те сахал мар. Эпир вара вĕсен çинчен пĕлсех каймастпăр. Хăйсен вăхăтĕнче ют çĕр-шывра салтак пăттине çинисен аса илмелли, каласа памалли сахал мар. Çакна Васанти Халăх тавра пĕлỹ музейне пухăннă, хамăр районта çуралса ỹснĕ, Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи запасри салтаксен тĕл пулăвĕ те лайăх çирĕплетрĕ. Маларах каларăмăр: хăй вăхăтĕнче Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнă. "Германире службăра тăни" тата "Патăрьелĕнче ятарлă палăк-стелла уçни" медиа презентацисем те çакна лайăх çирĕплетрĕç. Конференцие Германире службăра тăнă ветерансен Атăл çи уйрăмĕн ертỹçи Геннадий Кошкин (Шупашкар) уçрĕ, организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех, пухăннисем ветерансен Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертỹçин çумне Александр Ялукова та (Патăрьел) пысăк тимлĕхпе итлерĕç. Вырăс Чукалĕнче çуралса ỹснĕ отставкăри полковник Игорь Чурбанов та Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн йышĕнче хĕсметре тăнă. Унăн та çак тапхăр пирки аса илмелли сахал мар пулчĕ. Конференцие хутшăннисем Германире службăра пулнă ветерансен пĕрлешĕвĕн районти уйрăмне йĕркелеме йышăнчĕç, унăн ертỹçи пулма Станислав Ястребова (Кивĕ Шăмăршă), унăн çумĕ пулма Аркадий Кузьмина (Виçпỹрт Шăмăршă) суйларĕç. Çавăн пекех çак кун Андрей Семенов (Кивĕ Шăмăршă) тата Рамис Ахметов (Шăмăршă) кăкăрĕсем çинче "Совет çарĕсене Германирен илсе тухнăранпа 20 çул" асăну медалĕсем çиçме пуçларĕç.

Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика