Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Атя, старик, почтăна!"

11 октября 2014 г.

 - "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата 60 çул ытла çырăнса илетĕп, малашне те çырăнасчĕ-ха", - тет Кивĕ Чукалти ĕç ветеранĕ, ялти хисеплĕ ватă А.В.Чурбанов. Александр Васильевич ялти почта ĕçченĕсене - çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Т.М.Мандрюкована тата А.Н.Лубошновапа Ю.Н.Тюнюкова почтальонкăсене Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕпе чĕререн саламлать. Шăпах çак çынсем ĕнтĕ килрен киле савăнăç валеçеççĕ - хаçат-журналпа тата ытти корреспонденципе тивĕçтереççĕ. Кỹршĕллĕ Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал ялĕсенче вара Л.Н.Губановапа А.И.Храмова почтальонкăсене хисеплеççĕ. "Вĕсем пирĕншĕн - чи кĕтнĕ çынсем", - теççĕ ял çыннисем. Пăчăрлă Пашьелĕнчи çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.И.Улюкина çак пысăк яваплă ĕçре 31-мĕш çул вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ пулин те, юратнă ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Ял-йыш хисепĕ - уншăн чи хакли. А.Н.Корчакова, Л.А.Белякова, Н.Л.Старшинина почтальонкăсене те, Улмаллăри почтальона И.Н.Соболева та тăрăшуллă ĕçшĕн ырлаççĕ. Хаçат-журнал çырăнтарасси - çăмăл ĕç мар. Кунта ăшшăн калаçма пĕлни, ỹкĕтлеме пултарни, чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх тата ỹркенменлĕх çав тери кирлĕ. Хакĕсем ỹснĕ май, нумайăшĕ хăй юратнă изданисене çырăнса илеймест. Укçине питĕ хĕссе-пĕссе параççĕ-çке, унпа пурнăçри çĕр те пĕр шăтăка саплама тивет. Çакăн пек йывăр лару-тăрура та район хаçатне çырăнса илекенсен йышĕ нумай чакманни чĕререн савăнтарать. Куншăн эпир чăн малтан почта ĕçченĕсене - пирĕн шанчăклă туссене тав тăватпăр. Вĕсен тăрăшуллăхĕ журналистсен ĕçри яваплăхне те ỹстерет. Хаçат вăл - тавар-çке, вулакансен кăмăлне туллин тивĕçтермесен ăна кам туянтăр? Çак сăмахсене Палтиелĕнчи çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ О.Ф.Михайлова та çирĕплетет, журналистсене ял пурнăçне туллин çутатмалли çинчен аса илтерет. Çитменлĕхсене те курмасăр иртмелле мар, лайăххине те асăрхама пĕлмелле. Палтиелсемпе патирексем "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата юратса вулаççĕ. Чăвашсемпе пĕрлех тутарсем те, ирçесем те, вырăссем те район хаçатне çырăнса илеççĕ. Акă 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли пуринчен малтан "Шăмăршă хыпарне" тутар хĕрарăмĕ Милевше Гайнуллова çырăннă. "Алли çăмăл пултăрах!" - теççĕ О.Верьялова, З.Валеева тата Т.Антонова почтальонкăсем. Анат Чаткасри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.А.Юнкерова тата Г.Н.Тихоновапа Г.Н.Фадеева почтальонкăсем те хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлаççĕ. "Шăмăршă хыпарĕсĕр" мĕнле пурăнмалла-ха? Ăна вуласан пĕтĕм район пурнăçĕпе паллашатпăр-çке", - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Владимир Буранов механизатор. Пуянкасси çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.П.Краснова та - ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри. И.М.Чебондаевапа Р.И.Мулендеева почтальонкăсем Людмила Петровнăпа пĕрле 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата ытларах çырăнтарасса шанас килет. Карапай Шăмăршăри А.П.Михайлова почтальонка çак кунсенче хăйĕн юбилейне паллă турĕ. "Вăй-хал пур чух тата та ĕçлесчĕ-ха. Район хаçатне кашни çемье çырăнтăрччĕ тесе тăрăшатăп", - пĕлтерчĕ Алиса Павловна. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Г.П.Григорьева Çĕнĕ Тăрăн почтальонкине Л.П.Старшована та ĕçченлĕхшĕн мухтать. Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕ - районта чи пысăкки. Коллектива М.В.Семенова ертсе пырать. В.И.Мулякова, Г.В.Кудряшова, Г.А.Филиппова, Н.П.Дмитриева, М.И.Яковлева, Н.В.Еремеева, М.Г.Маркелова почтальонкăсемпе Д.А.Семенов почтальон, А.А.Кудряшова, Ю.Н.Романова, И.П.Саландаева операторсем хăйсен тивĕçне ăнланса ĕçлеççĕ. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, почта ĕçченĕсен паянхи чи пысăк тĕллевĕ - çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал ытларах çырăнтарасси. Паллах, ку - çав тери кăткăс ĕç, кашни киле çитсе кашни çынпа тĕл пулса калаçмасăр подписка планне пурнăçлама йывăр. Хальхи вăхăтра пысăк ялсенчи библиотекăсенче нумай функциллĕ центрсен уйрăмĕсем вырнаçнă. Редакци район хаçатне вĕсен урлă йỹнĕрех хакпа çырăнтарма палăртать. Çавăн пекех "Шăмăршă хыпарне" район центрĕнчи "Чăваш пичечĕ" киоскра та, редакцие пырса та йỹнерехпе çырăнма май пур. Çапах та ытларахăшĕ почта урлă çырăнасшăн. Енчен те çур çулхи хак сирĕншĕн пысăк пек туйăнать пулсан, район хаçатне 3 уйăхлăха çырăнма, вăхăт çитсен подпискăна малалла тăсма пулать. Хамăр енчен илсен, вулакан кăмăлне тивĕçтерекен хаçат кăларассишĕн эпир вăй-хала шеллемĕпĕр. Интереслĕ статьясемпе çĕнĕ хыпарсем кашни номертех çутă курĕç. Вулакана хумхантаракан, шухăшлаттаракан-калаçтаракан хайлавсем тăтăшах пичетленĕç. Журналист блокнотĕнче - вун-вун çĕнĕ тема, вĕсене илемлĕ чĕлхепе шăрçаласа ял çыннисем патне çитерĕпĕр.

"Атя, старик, почтăна,

Пуянлатар ăс-тăна!

"Районкăна" çырăнар -

Савăнса çеç пурăнар", - тесе çырнăччĕ эпĕ хĕрĕх çул каялла. Çак чĕнỹ паян та вырăнлă тесе шутлатăп. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп, мĕншĕн тесен кашни вулакан - маншăн çывăх тăван пекех.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика