15 октября 2014 г.
![Манмастпăр вăрçăра вилнисене Манмастпăр вăрçăра вилнисене](../UserFiles/news/20141015/alleya_15_Preview.jpg)
Васан ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Шăмăршă клубĕ çумĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса пĕлтĕр парк чĕртнĕччĕ, унта туя тата хыр йывăççисене лартса хăварнăччĕ. Кăçал вара Ларшниковсен çемйи çак паркра 1914-1918 çулсенчи Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ ял çыннисен ячĕпе аллея лартма шутланă. Шухăшланă - ĕçе пуçăннă. Иртнĕ вырсарни кун Ларшниковсем пурте - виçĕ ăру çыннисем - йывăç лартма тухрĕç. Аслашшĕпе асламăшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсем çак кун 50 тĕп ытла хурăн, пилеш, чăрăш тата пихта йывăççисене лартрĕç. Çулсем иртĕç, ырă çынсем лартнă йывăçсемпе тĕмсем çут çанталăк пилĕпе вăй илсе çĕкленĕç, вăрçă паттăрĕсене чĕрере тытма аса илтерсе тăрĕç. Ларшниковсен çемйи тăван ял-йыша ялти паркра кашни пĕр йывăç та пулин лартса чĕртме, Тăван çĕр-шыва сыхласа паттăрла вилнисене асăнса ешĕл палăк çĕклеме чĕнсе калать. Йывăç хунавĕ çумне ăна кам ячĕпе лартнине çырнă табличка вырнаçтарсан питех те аван пулĕччĕ.
Ю.ИЛЬИН, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.