Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх пырĕ ĕмĕре

15 октября 2014 г.

Туслăх пырĕ ĕмĕре

 Çак кунсенче Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн делегацийĕ Пĕтĕм тĕнчери интернационалла туслăх VI фестивальне хутшăннă. Фестиваль "Туслăхăн чикки çук" ятпа Краснодар крайĕн Кущевски районĕнчи Кущевская станицин 1-мĕш шкулĕнче иртнĕ, ăна Раççейри Культура çулталăкне, тăван район 90 çул тата станица 220 çул тултарнине халалланă. Фестивале, Шăмăршăсемсĕр пуçне, Владимир, Волгоград, Каспийск (Дагестан), Костомукша (Карели), Шахты (Ростов облаçĕ) хулисенчен тата Байбек ялĕнчен (Астрахань облаçĕ) делегацисем килсе çитнĕ, вĕсенчен кашниех хăйсен регионĕн культурипе тата историйĕпе паллаштарнă. Делегацисем тĕрлĕрен акцисене хутшăннă, ал ĕç ăсталăхĕпе истори музейĕсенче пулса курнă, экскурсисенче ку тăрăхри çут çанталăк пуянлăхĕпе паллашнă. Паллах, чи асра юлни - çĕнĕ туссем тупни, унчченхи туссемпе татах та çывăхланни.

В.КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика