Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Илле, тыт-ха кĕрепле"

18 октября 2014 г.

Ман ỹсĕмрисем обществăшăн усăллă ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. Ас тăватăп-ха, юр ирĕлсенех субботниксем пуçланатчĕç, тавралăха тирпей-илем кĕртме, йывăçсемпе тĕмсем лартма çĕр-çĕр çын кар тăрса тухатчĕ. Çу кунĕсенче колхозсемпе совхоз валли вăрманта путек милĕкĕ, улăх-çаранра вĕлтĕренпе эрĕм хатĕрленĕ, кĕркунне çитсен хăмла татма тата çĕр улми пуçтарма хутшăннă. Пĕрлехи ĕçрен никам та пăрăнса юлма тăрăшман, чун-чĕрере хавхалану туйăмĕ вĕресе тăратчĕ. Пĕррехинче, Шупашкартан таврăннă чух, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев аслă çул хĕрринче тата ял çумĕнче ешерекен шурă хурăнсемпе лапсăркка чăрăшсем çине пăхса çапла каларĕ: _ Ас тăватăн-и, Ваня, çак йывăçсене субботникре лартнăччĕ! Епле илемлĕ çĕкленчĕç вĕсем, тăван Шăмăрша ытарма çук илем кỹреççĕ. Епле ас тумăн-ха? Шăмăрша Чĕмпĕр енчен те, республикăн тĕп хули енчен те пырса кĕнĕ чух вăрман тăрăхĕсем куçа илĕртеççĕ. Çак йывăçсене пурне те район центрĕнчи предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем, шкулта вĕренекенсем лартса чĕртнĕ. Урамсене тата çырма хĕррине мĕн чухлĕ йывăç лартнă тата? Шел, пĕр пайне сыхласа хăвараймарăмăр, качакасен мăшкăлĕ пулчĕç. Ку _ урăх тема, урăх калаçу. Сăмахăма субботниксем пирки пуçларăм пулсан, пуçăмри шухăша малалла уçса парам. Ним пытармалли те çук, юлашки çулсенче халăх хастарлăхĕ, тăван яла илемлĕрех тăвассишĕн патриотла пуçарулăх чакни хытах сисĕнме пуçларĕ. Хушмасăр-ятламасăр урамсене тирпей-илем кỹме те тухасшăн мар. Темиçе çул хушши ĕнтĕ пурте кар тăрса йывăç лартма та хутшăнмастпăр. Ăçта пăхатăн _ унччен лартнисем çеç, çĕннисем мĕншĕн ешермеççĕ? Предприятисемпе учрежденисен ертỹçисемпе калаçатăп та, вĕсем те ман шухăшах çирĕплетеççĕ: юлашки çулсенче укçа патриотизмран маларах тăма тытăнчĕ, "Укçа _ патша, эпир _ ун тарçисем" тĕллевпе пурăнма тытăнтăмăр. Хамăр пурăнакан нумай хваттерлĕ çурт умне, картишне тирпейлеме, пĕчĕк пахчара ашкăрса ỹсекен вĕлтĕренпе эрĕме тăпăлтарса тасатма та тухасшăн мар вĕт. Нумаях пулмасть ятарласах Шăмăршăри Космовский урамĕн икĕ енĕпе те утса тухрăм, миçе çурт умĕнчи пĕчĕк пахчара чечек çитĕнтернипе интереслентĕм. Чун ыратса кайрĕ, тăванăмсем: нивушлĕ вĕлтĕ-ренпе мăян чечекрен хитререх-ши? Пурĕ те икĕ çурта çеç ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма пулать, ыттисем пахчана тухса та пăхмаççĕ пулмалла. Район центрне килекен çынсем умĕнче намăс. Эх, ентешĕмсем... Юн кун Шăмăршăра "Çулçă тăкăнать кĕркунне" ятпа каллех субботник иртрĕ. Шел те, темиçе çул каялли пек пысăк хавхаланупа, чăн-чăн ĕç уявĕ пек иртмерĕ вăл. Хăшĕ-пĕ- ри субботника кăларнăшăн кăмăлсăрланни те сисĕнет. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем вара урамра шăпăрпа-кĕреплепе ĕçлекенсем çине чỹречерен çеç сăнаса тăчĕç. "Илле, тыт-ха кĕрепле, Халăхпа пĕрле ĕçле! Илемлентĕр тăван ял _ Пулас марччĕ сан кахал!"_ терĕм "Магнит" лавкка еннелле сăра туянма сулланакан пĕр пĕлĕшĕме. Те ăнланчĕ шахвăртса каланине, те ăнланмана печĕ _ анчах çынсемпе пĕрле тухса ĕçлес темерĕ...

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика