18 октября 2014 г.
Иртнĕ юн кун, пĕтĕм рес-публикăри пекех, пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулса иртрĕ. Хальхинче ăна республика бюджечĕн, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум, тасалăхпа тирпей, санитари, çул-йĕр тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Информаци кунне хутшăннă пĕр ушкăн "Чăваш Республикинчи стандартизаци, метрологи тата тĕрĕслевсен центрĕ" ФБУ директорĕ С.Абрамов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков ертсе пынипе Васан ял тăрăхĕнче пулнă, унта ĕçлекенсемпе тата вырăнти шкул коллективĕпе тĕл пулнă. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Юшкин, район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ-строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн пайĕн ертỹçи В.Никифоров ертсе пыракан ушкăна Палтиел ял тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта, "Мир" ЗАОра ĕçлекенсен хальхинче те ыйтса пĕлмелли сахал мар пулнă.