18 октября 2014 г.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Юшин пулнă, Палтиел ял тăрăхне çитсе шкул тата "Мир" ЗАО коллективĕсемпе калаçу ирттернĕ. Пирĕн корреспондент Е.Юшинпа тĕл пулса ăна темиçе ыйту панă. - Евгений Васильевич, республикăри вăрман фончĕ пысăк-и? - Унăн лаптăкĕ - 596,3 пин (Чăваш Ен талккăшĕн 32 проценчĕ), вăл шутра 555,2 пин гектар таса вăрман йышăнать. - Чăваш вăрманĕнче тĕрлĕ йывăç ỹсет. Çапах та ытларах лаптăка хăшĕ йышăнать? - 2010 çулччен хыр фонд талккăшĕн 58, юман - 23, чăрăш - 16, лиственница - 2, çăка 1 процент йышăннă. 2010 çулхи пушар пĕр пая пĕтерчĕ, сиенленсе юлнă культурăсем хăраççĕ. Пушар сиенленĕ лаптăксене çамрăк хунавсем лартрăмăр. Халĕ хыр фонд талккăшĕн 82, юманпа чăрăш - 6-шар, лиственница - 2, çăкапа хурăн 4 процент йышăнаççĕ. - Халăхпа тĕл пулнă чух çынсене çурт-йĕр лартмашкăн вăрмана мĕнле йĕркепе уйăрни интереслентерчĕ. Хаçат вулакансене те ăнлантарса параймăр-ши? - Çитĕнсе çитнĕ тата ватăлакан йывăçсен фондĕнчен кашни муниципалитета мĕн чухлĕ касма памаллине çулталăк пуçламăшĕн- че палăртатпăр. Илме министерствăна ыйтупа тухаççĕ. Йывăçпа тивĕçтерме çынсемпе килĕшỹ çирĕплететпĕр. Пирĕн пата 2011 çулта - 1934, 2012 çулта - 4524, 2013 çулта - 4644, кăçалхи 9 уйăхра 2856 заявлени çитернĕ. Çурт-йĕр лартакансенчен ытларахăшĕ лăсăллă йывăç туянасшăн. - Мĕн чухлĕ уйăраççĕ, хакĕ-сем мĕнле? - Çемьене уйрăм çурт лартма йывăç 100 кубла метр таран, вăл шутра лăсăллине çуррине яхăн, хуралтă хăпартма 50 кубла метр таран,вăл шутра лăсăллине 50 процент таран пĕр хутчен параççĕ. Çемьене уйрăм çурта юсама 30 кубла метр таран, çак шутра лăсăллине çуррине яхăн, сарай-лупасая юсама 20 кубла метр таран, вăл шутра лăсăллине 50 процента яхăн касма пултаратăр. Вутăлăх - 15 кубла метр таран. Çак йĕрке кил-çурт çунса кайнине, çут çанталăк сăлтавне пула вăл ишĕлнине, ытти хăш-пĕр сăлтава пула инкек тỹснисене çулталăк хушшинче пырса тивмест. Вĕсене çийĕнчех уйăрса пулăшатпăр. Пĕр пайне вăрмантан турттарса тухманнисем хăйсен правипе тепрехинче усă курма пултараççĕ. Хакĕсем - йывăç пахалăхне кура. Сăмахран, шултăра хыр (кашни кубла метрĕ) - 192_249, вăтамми - 137-177, вĕтти - 69-89 тенкĕ тăрать. Хакĕсемпе вăрман хуçалăхĕнче паллашма пулать. Вăрман ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - çут çанталăк пуянлăхне ỹстерсе пырасси. Кăçалхи çуркунне те 735 гектар йывăç лартса плана ирттерсе тултартăмăр