Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасен шухăшĕ

18 октября 2014 г.

Ирина Винер-Усманова, Художество гимнастикин Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн Президенчĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ: "Президент çумĕнчи канаш ларăвĕсем темле чаплă керменте мар, - Олимп резервĕн шкулĕнче тата Пăр керменĕнче иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку, паллах, питĕ лайăх, пирĕн Президент Владимир Путин яланхи пекех пĕтĕмпех тĕрĕс тăвать. Форум пирки каласан, Раççей Олимп вăййисенче çĕнтернĕ хыççăн кунта пин-пин çын пухăнни питĕ вырăнлă. Раççей чăннипех те пысăк спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Форум ирттерни çĕнĕ çыхăнусемпе, çĕнĕ паллашусемпе, ытти çĕнĕлĕхсемпе, тренировкăсем, ăмăртусем йĕркеленипе çыхăннă. Ку вăл малалла аталанма май парать." Николай Валуев, Раççей боксерĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ: "Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçлакансен уявĕнче эпĕ пĕтĕм ỹсĕм категорине куртăм: çамрăксене те, аслăрах çулти çынсене те. Çакă питĕ савăнтарать, хавхалантарать, мĕншĕн тесен Раççей _ чăнласах спорт çĕр-шывĕ. "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса чĕртсе тăратса эпир манăçа тухма пуçланине тепĕр хут аса илетпĕр. Ку комплекс вăя тĕрĕслесе пăхнипе пĕрлех хамăра шанаслăха та ỹстерет". Александр Карелин, Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешỹçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ: "Чăваш Енре _ пултаруллă та уçă кăмăллă çынсем. Муниципалитетра çакăн пек спорт комплексĕ пулни питĕ аван. Пăр керменĕ те, Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕ те _ лайăх лару-тăрура, ăна федераци программипе килĕшỹл- лĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хула питĕ илемлĕ, çынсем те хитре. Унсăр пуçне вĕсем спортпа туслине те шанас килет". Владислав ПАВЛОВ, Тверь облаçĕнчи Физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ: "Эпĕ Чăваш Республикинче темиçе те хутчен пулнă. Юлашки çулсенче республикăра çĕнĕ спорт объекчĕсем нумай ỹссе ларнине курма кăмăллă. Ку вăл регион ертỹ-лĕхĕ физкультурăпа спорта аталантарассишĕн пĕрмай тăрăшнине çирĕплетет. "Раççей_ спорт çĕр-шывĕ" форум пирки калас пулсан, кунта спорт мероприятийĕсене культура программипе тачă çыхăнтарса йĕркелени республикăри спорт искусствисен аталанăвĕпе анлăн паллашма май пачĕ. Çакна уйрăммăн палăртасшăн: форум йĕркелекенсем кашни делегациех спорт кунта пысăк хисепре пулнине ĕçпе çирĕплетсе пачĕç. Чăваш Республикин опычĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсенче физкультурăпа спорта аталантарнă çĕрте пысăк усă парĕ". Владимир ЧУМАКОВ, Марий Эл Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ: "Чăваш Енре эпĕ ĕçлĕ çул çỹревпе пĕрре кăна пулман. Кỹршĕсен ырă ĕçĕсемшĕн савăнатăп, çак пархатарлă çĕр çинче чаплă спортсменсем _ Раççей тата тĕнче чемпио- нĕсем ỹссе çитĕнеççĕ. Кунта Раççей тата Тĕнче шайĕллĕ питĕ нумай спорт мероприятийĕ иртет, кашнинчех Чăваш Ен халăхĕ хăнасене чун ăшшипе тарават кĕтсе илет. Çакна та каламалла: массăллă спорта аталантарассишĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн команди çав тери нумай ĕçлеççĕ. Михаил Васильевичпа унăн команди, куллен спорт залне çỹресе, сывă пурнăç йĕркине пропагандăланă çĕрте пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум чаплă иртрĕ теме пултаратăп. Форум çеç мар, Шупашкар хули те чĕрере чи ырă туйăмсем çеç хăварчĕ. Чăваш Республикин тĕп хули _ таса та илемлĕ, çыннисем те _ пулăшма тăрăшакан, ырă сунакан çынсем".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика