18 октября 2014 г.
Налуксем мĕнле пуçтарăннинчен тĕрлĕ шайри бюджетсем йĕркеленни, çакă ĕç укçине, пенсие, тĕрлĕрен социаллă пособисене вăхăтра тỹлесе тăма май пани пурне те паллă ĕнтĕ. Шел те, налук тỹлеме тивĕçлĕ хăш-пĕр çынсем çак тивĕç çинчен манса каяççĕ. Çапла вара парăмсем ỹссе каяс хăрушлăх пур. Шăпах çак çивĕч ыйтăва сỹтсе явнă та ĕнтĕ октябрĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пынă. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова тухса калаçнă, хăш предприятипе организаци тата уйрăм предприниматель налуксене мĕнле тỹлесе пынине тĕплĕн тишкерсе тухнă. Ларура налуксем тỹлес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлекен предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итленĕ, вĕсем çывăх вăхăтрах ĕçе лайăхлатма шантарнине шута илнĕ. Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев пухăннисене налуксем тỹлес ĕçре çирĕп йĕрке тума чĕнсе каланă.
З.ВОЛКОВА.