Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла черкке ан тыт, водитель

22 октября 2014 г.

Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 13 авари пулнине, вĕсенче 4 çын вилнине, 12 çын аманнине регистрациленĕ. 2013 çулта çак тапхăрта 19 аварире пĕр çын пурнăçран уйрăлнине, 23 çын тĕрлĕ шайри сурансем илнине шута илнĕччĕ. Кăçал аварисенче çынсем вилесси тăруках ỹссе кайни шухăша ярать. Тĕрĕссипе, çынсем çул-йĕр çинче инкеке лексе пурнăçран уйрăлса кайнин сăлтавĕсем ỹсĕр водительсемпе çыхăннă. Пĕр черкке эрех ĕçни те ăс-тăн шайне тата интуици сисĕмлĕхне чакарнине кашни водитель питĕ лайăх пĕлсе тăрать. Анчах та яваплăх пирки сахал шутлакан, салонри çынсен тата хăйсен пурнăçĕ çине алă сулакан водительсем çав-çавах тупăнсах тăраççĕ. Кунсăр пуçне пысăк суммăллă штраф тỹлесси те, темиçе çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр юласси те хăратмасть вĕсене. Халĕ, çанталăк сивĕтнĕ май, çул-йĕр сийĕ унчченхи пек шанчăклă мар ĕнтĕ. Çавăнпа та авари хăрушлăхĕ те ỹсет. Водительсене хăвăртлăхпа дистанци йĕркисене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр. Тепĕр транспорт хатĕрĕнчен иртсе кайнă чухне те çав тери асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах _ каçхи тата çĕрлехи вăхăтра. Çуран çỹрекенсене те тимлĕ пулма ыйтатпăр. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни инкекрен сыхланса пурăнма май парать.

Н.РУБЦОВ,

полицин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика