18 октября 2014 г.
Вĕрентекен - яланах çынсен умĕнче, çавăнпа вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Пур енĕпе те, _ çапла шутлать Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ, Чăваш Писательсен союзĕн членĕ, Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ Людмила Семенова.
- Людмила Алексеевна, ман шутпа, паян тăван чĕлхе учителĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулнăн туйăнать...
- Килĕшетĕп. Хам çак çула суйласа илнишĕн вара пĕрре те ỹкĕнместĕп. Хамăн телее шăпах çакăнта тупнă пулĕ тетĕп. Тăван чăваш чĕлхишĕн ĕçлесси - чăннипех те пысăк чыс. Пытармасăр каласан, малтанласа эпĕ журналист пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Каярахпа вара шухăш улшăнчĕ - филологие суйласа илтĕм. Ахăртнех, шăпа çапла тума хистерĕ пулĕ.
- Тăван культурăна юратасси атте-аннерен пуçланать теççĕ. Тĕрĕсех-и?
- Паллах. Халăхăмăр историйĕ, йăли-йĕрки пирĕн несĕлсенчен тăсăлать вĕт-ха. Çак тăсăм ман юнра та пур. Тутар Республикинче çуралса тутар ачисемпе пĕрле хутăшса ỹснĕ эпĕ. Ас тăватăп-ха: вĕсем хăйсен чĕлхипе çеç калаçатчĕç. Эпир чăвашла сăмах хушсан та вĕсем тутарла хуравлатчĕç. Çакă нацилĕхе, тăван чĕлхене сума суни мар-и вара? Пире, чăвашсене, çакă çитсех каймасть...
- Сирĕн, ахăртнех, хăвăрăн философи ăнлавĕ пулас...
- Тен, çапла та пулĕ. Чăваш чĕлхине упраса хăвармаллах, çитес ăрусем патне çитермелле. Кунта "мутаци" тени пулмалла мар. Чĕлхе - ĕмĕрлĕх. 1995 çулта Францири Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăнни аса килет. Çак çĕр-шыв çыннисемпе паллашрăмăр унта. Çыхăну халĕ те татăлмасть. Французсен шухăшĕпе, чăваш чĕлхи чи çепĕççи те чи хитри. "Салам" сăмах хăйех мĕне тăрать! Ахальтен мар пирĕн чĕлхепе ытти çĕр-шывсенче те кăсăкланаççĕ.
- Хăйĕн историне пĕлмен, чĕлхине хисеплемен халăх - халăх мар, теççĕ. Килĕшетĕр-и çакăнпа?
- Çĕр проценчĕпех. Ман шутпа та çаплах: тăван чĕлхене пĕлмен çын - халăхран аташса кайнă, пурнăçра вырăнсăр тăрса юлнă çын. Час-часах çакнашкал ыйту канăç памасть: чăвашсем мĕншĕн чăвашлăхран вăтанаççĕ-ха, халăхран писеççĕ? Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев каланă пек, чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет. Çакăн патне çитсе тухас марччĕ. _ Хулара пурăнакан чăвашсене те пырса тивет пулĕ-ха çакă?
- Çук, чăвашла калаçма манса пырасси юлашки вăхăтра хуласенче кăна мар, ялсенче те сисĕнме тытăнчĕ. Чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, - республикăра патшалăх чĕлхи шутланать.Савăнмалли те тĕл пулать: тепĕр чух хула ачисемех ял ачисенчен чăвашла чылай тасарах калаçаççĕ. Тепĕр тĕслĕх çинче чарăнса тăрас килет. Ман класра тутар хĕрачи вĕренет. Чăваш чĕлхи уншăн чăннипех кăсăклă. Кунта чăвашла калаçма пĕлни çеç çителĕксĕр - çырма та, вулама та пĕлмелле. Иртнĕ çул вăл чăваш чĕлхи олимпиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннишĕн хам та шутсăр хытă савăнтăм. Районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ассоциацийĕн председателĕ пулнă май, мана чăвашсем вырăсланса пыни пăшăрхантарать.
- Çитес çул - Литература çулталăкĕ. Чăваш Енре те 2015 çула Константин Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Çакă чăваш чĕлхишĕн мĕн парĕ-ши? Ăна сыхласа хăварма пулăшĕ-ши?
- Çын яланах ыррине шанать. Халăхăмăрăн сумлă традицийĕсем упранса юлмаллах, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ỹсмеллех.
- Эсир сăвăсем те çыратăр. Чун ыратăвĕ тепĕр чух хут çине тĕрленмест-и?
- Мĕн курни, тỹссе ирттерни пĕтĕмпех чунра капланать, пурнăç сăвăсене куçать. Чылай хайлавсем - чăваш халăхĕпе ун тĕнчине халалланăскерсем.
Н.СТАШЕНКО. ("Республика" хаçатран).