Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç бригадисем ахаль ларман

18 октября 2014 г.

Çуллахи каникул кунĕсенче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлессине вăйлатас, вĕсене обществăшăн усăллă ĕçе явăçтарас тĕллевпе районта çулленех шкулсенчи ĕç бригадисен конкурсне ирттереççĕ. Çак кунсенче комисси кăçалхи конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурса вĕренекенсен 7 бригади хутшăннă. "Çул çитмен çамрăксен чи лайăх ĕç бригади" ята Пăчăрлă Пашьелĕн- чи вăтам шкулти "Çамрăклăх" бригада, "Çамрăксен ĕç бригадин чи лайăх педагог-организаторĕ" ята Анат Чаткасри тĕп шкулти "Восьмерочка" бригада ертỹçи Галина Лукиянова, "Çамрăксен ĕç бригадин ĕçне чи лайăх йĕркеленĕ учреждени-организатор" ята Патирекри тĕп шкулти "Энергия" бригада тивĕçнĕ. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи "Çамрăклăх" бригада Шăмăршă районĕн чысне Шупашкарта _ ĕç бригадисен республикăри фестивалĕнче хỹтĕ-ленĕ, лайăхпа палăрнă. Пашьелсене Тав çырăвĕпе чысланă тата пылак призпа хавхалантарнă. Республика конкурсне кайма вĕсене "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн аслă инспекторĕ Г.И.Марков тата С.З.Данилов фермер спонсор пулăшăвĕ панă. Вĕренекенсем ырă çынсене чĕререн тав тăваççĕ.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика