18 октября 2014 г.
Творчество сезонне уçса, районти культура аталанăвĕн центрĕн специалисчĕсем çулленех илемлĕ пултарулăх коллективĕсен, вокал ансамблĕсен, уйрăм солистсен пĕрлештернĕ пысăк концертне йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть культура аталанăвĕн центрĕнче иртнĕ концертăн çĕнĕ программине _ тĕрлĕ жанрлă художество номерĕсене тулли зал кăмăллăн алă çупса йышăнчĕ. Программăна ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ (хореографĕ А.Нефедова) тата ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ (илемлĕх ертỹçи В.Кузьмина) "Тăван кĕтесĕм" хореографи композицийĕпе уçрĕç. Кун хыççăн хĕрарăмсен ансамблĕ "Эх, юррăм, янăра!", "Ромашка" ача садĕнчи пĕчĕккисен ушкăнĕ "Осень" юрăсене илемлĕ юрласа пачĕç. Валерия Хафизовапа Татьяна Яковлева дуэтпа "Старый рояль" юрра пурин кăмăлне каймалла шăрантарчĕç. Ольга Бибукова, Юлиана Михайлова, Александр Верьялов, Алина Петрова, Иван Медведев солистсем уйрăмшарăн юрланă эстрада тата лирикăллă юрăсем те куракансен чун-чĕрине ăшă туйăм кỹчĕç. Килес çул пирĕн çĕр-шывра фашистла Германи çарĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине чаплăн паллă тума ха- тĕрленеççĕ. Паллах, Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалланă культурăпа массăллă мероприятисем пирĕн районта та нумай ирттерме палăртнă. Тĕрĕссипе, ку ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Творчество сезонĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ çак концертра районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен вокал ансамблĕ куракансене "Тальянка" тата "Самолеты" юрăсемпе савăнтарчĕ. Салтак тумтирне тăхăннă солистсем хăйсен юррисене пĕрлех ташă композицийĕпе те илемлетрĕç. "Антонина" ташă коллективĕн аслă ушкăнĕ çар тематикипе кăтартнă ташăсем те кашнинех килĕшрĕç. Валентина Кузьмина Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 4-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсемпе хатĕрленĕ ("Ташлакан шкул" ятарлă программăпа килĕшỹллĕн) "1945 çулхи çуркунне", "Кивĕ сăн ỹкерчĕк" ташă композицийĕсене те лайăхпа кăна палăртмалла. Кунсăр пуçне "Антонина" коллектив "Веселые грибочки", "Тăпăртатса ташлар-и?", "Не детское время" ташăсемпе, "Фламинго" ансамбль вырăс халăх ташшипе килентерчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, концерт ăнăçлă иртрĕ. Илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, ансамбльсене, солистсене творчество сезонĕн- че çĕнĕ ỹсĕмсем сунатпăр. И.АНАНЬЕВ.