Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пенсие мĕнле ĕçлесе илмелле?

18 октября 2014 г.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта, пĕтĕм республикăри пекех, вĕренекен çамрăксем пулас пенси çинчен пĕлччĕр тесе Пĕрлĕхлĕ кун ирттернĕ. Раççей Пенси фончĕн Шăмăршăри Управленийĕн специалисчĕсем Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсенче уçă урок ирттернĕ. Пенси фончĕн Управленине вара Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсене йыхравланă. Шăмăршă районĕнче пулас пенси çинчен пĕлмелли Пĕрлĕхлĕ куна (Единый день пенсионной грамотности) 100 ытла вĕренекен, Пенси фончĕн Управленийĕнчи Уçă алăксен кунне 50 вĕренекен хутшăннă. Çулталăк вĕçлениччен Пенси фончĕн специалисчĕ-сем обществознани преподавателĕсемпе пĕрле районти кашни шкултах пулас пенси çинчен вĕренмелли уроксем ирттерĕç. Каярахпа пултарулăх конкурсне ирттерме палăртнă. Çамрăксене пулас пенси çинчен вĕрентмелли проекта Пенси фончĕ виççĕмĕш çул ирттерет, Пенси çинчен калакан законодательствăна пурте пĕлччĕр тесе тăрăшать.

Т.ФАДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика