Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран хỹтĕленме - прививка

18 октября 2014 г.

Кашниех пĕлетпĕр: грипп - йывăрпа иртекен чир. Унран хỹтĕленни питĕ вырăнлă. Çавна май районти медицина учрежденийĕсенче çитĕннисене, ачасене грипран тỹлевсĕ-рех прививка тума пуçланă. Çак ĕçе медицина ĕçченĕсем октябрĕн 3-мĕшĕнче пуçăннă. Паянхи кун тĕлне çитĕннисене пурĕ 2300 çынна прививка тунă (план -2600). Вĕсем хушшинче - медицина работникĕсем, шкулсемпе ача сачĕсенче, культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çие юлнă хĕрарăмсем, сывлав органĕсен вăраха кайнă чирĕсемлĕ çынсем, 60 урлă каçнă пенсионерсем, çак призывра салтака кайма хатĕрленекен çамрăксем. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем ачасене те - 6 уйăх тултарнă пепкесенчен пуçласа 18 çул тултаричченхи яшсем таранах - грипран прививка тăваççĕ. Çул çитменнисем хушшинчи профилактика мероприятийĕн планне тултарнă ĕнтĕ: 1530 çынна прививка процедури витĕр кăларнă. Çак тĕллевпе медработниксем ача сачĕсенче, шкулсенче пулнă. Çитĕннисене прививка тăвасси районта малалла пырать. 

С.ЯКУШОВА, районти поликлиникăри прививка кабинечĕн медицина сестри.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика