25 октября 2014 г.
Ыратакан чунне манпа калаçса кăштах та пулин йăпатас, ăшра мĕн пуррине çынпа пайлас шухăшпах кĕчĕ пуль Альтук аппа редакцие. Çулĕсем те нумай ĕнтĕ ун, çимĕкре сакăр вун иккĕ тултарнă. Сывлăхĕ те чаплă мар: час-часах сывлăш пỹлĕннипе, чĕри ыратнипе аптăрать иккен. _ Кин темĕн те пĕр каласа хăртрĕ, _ куççуль витĕр сăмахларĕ манпа Альтук аппа. _ Почтальонка пенси укçине парса хăварнăччĕ те, кине çуррине çеç тыттартăм. Манăн тата ачасем пур вĕт-ха _ Мишапа Даша. Вĕсене çуралнă кунĕсемпе пĕчĕк парне те пулин парасшăнччĕ. Мăнуксен те çуралнă кунĕсем çывхараççĕ, парнесĕр мĕнле хăварăн? Кине çакă килĕшмен: "Пирĕн патăрта пурăнатăн пулсан пĕтĕм укçуна пире пар!" тесе ахăрашрĕ. Ывăл та ман хута кĕмест, тетĕшĕпе йăмăкĕнчен те сивĕннĕ. Ялан укçа кирлĕ ăна, çывăх тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнасси пирки шутламасть те. Юрать-ха, почтальонка пенси укçине ывăлпа кине памасть,хама алран тыттарать. Анчах мĕн усси: пенси илсенех кил-çуртра харкашу-вăрçăшу çĕкленет, мана усал сăмахсемпе кỹрентерсе пĕтереççĕ. Иван Михайлович, эпĕ сана тахçантанпах паллатăп, фермăра дояркăра ĕçленĕ чух эсĕ хаçатра ман çинчен çырса кăларнăччĕ. Тархасшăн, мана ваттисен çуртне вырнаçтарма пулăш... Çак сăмахсене каларĕ те Альтук аппа, ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Тем пек лăплантарма тăрăшсан та куççуль юхтарма чарăнаймарĕ. _ Мишăпа Даша хулара пурăнаççĕ, _ кăштах лăплансан сăмахне малалла тăсрĕ кинемей. _ Иккĕшĕ те çемьеллĕ, мана хăйсем патне пурăнма килме чĕнеççĕ. Çук çав, хулара сывлăш пỹлĕнет, пурăнаймастăп унта пĕр эрне те. Тухтăрсем те ялти сывлăша сывлама сĕнеççĕ. Кил хушшинчи тата пахчари ĕçсенчен пĕрре те пăрăнман, мăнуксене те хамах пăхса ỹстертĕм. Çапах ырă сăмах илтейместĕп, ватлăхра хамăн килте ытлашши çын пулса тăтăм... Альтук аппана йăпата-йăпата ăсатса янă хыççăн ял тăрăхĕн администрацине телефонпа шăнкăравларăм. _ Пĕлетпĕр ăна, анчах çемйи пирки хурласа пĕр сăмах та калас килмест, _ терĕ кантурта ĕçлекен хĕрарăм. _ Ывăлĕпе кинĕ _ ялта хисеплĕ çынсем, вĕсем килте харкашнине те пĕрре те илтмен. Альтук аппа мĕншĕн ваттисен çуртне каясшăн пулнине те ăнланмастăп: ку ыйтупа вăл пирĕн пата килмен. ... ТЕН, çак истори пирки хаçатра çырма та кирлĕ марччĕ пулĕ, анчах чунăм Альтук аппа пурăнакан яла çитсе курмах туртрĕ. Вĕсем хăш урамра пурăннине те ас тăватăп-ха, мăшăрĕпе иккĕшĕ çинчен хаçатра вăтăр çул каялла тĕрленчĕк çырса кăларнăччĕ. Шел, Альтук аппан упăшки _ колхозри паллă тракторист _ пенсие тухсан нумай пурăнаймарĕ. Кирпĕчрен купаланă илемлĕ çурт, юнашарах _ гараж. Кил хуçипе арăмĕ пахчара ĕçлеççĕ иккен. Иккĕшĕ те _ эпĕ лайăх паллакан çынсем. _ Анне сирĕн пата пычĕ пуль-ха, _ сиввĕн калаçрĕ манпа кил хуçи. _ Шăмăршă больницине каятăп тесе каларĕ те, редакцие те çитнĕ ав. Тĕрĕс вăрçатпăр ăна: пирĕнпе пĕрле пурăнать тăк пенси укçине те пире памалла. Тетепе йăмăк яла килсе те курмаççĕ вĕт, аннене хамăр пăхатпăр. _ Çапах та укçашăн ватă çынна кỹрентерсе пĕтерни аван мар, _ ăна пỹлсех сăмах хушрăм эпĕ. Çапла калани кил хуçине килĕшмерĕ пулас, сассине тата та хăпартрĕ: _ Мана вĕрентме кирлĕ мар: хамăн аннепе эпĕ темĕнле те калаçма пултаратăп! Укçине памасть пулсан, ваттисен çуртне кайтăр _ пиртен чару çук! _ Пиртен чару çук! _ килĕшрĕ унпа кĕреплепе çулçă пуçтаракан арăмĕ те. _ Эпир ун укçисĕр те пурăнма пултаратпăр. Альтук аппа ăçта тесе те ыйтмарăм, вăл мана тĕрĕссине кăна каланине ăнлантăм. Сывпуллашмасăрах тухса утрăм. Укçа чирĕ ернĕ çемьене мĕнле пулăшмаллине те пĕлмерĕм... УНТАНПА виçĕ уйăх ытларах вăхăт иртсен Альтук аппа вилни çинчен хыпар илтрĕм. Тăпри çăмăл пултăрах мăнтарăн карчăкăн. Эпĕ сана нимĕнпе те пулăшаймарăм, Альтук аппа, каçар... Ывăлупа кинне укçа чирĕнчен сыватма манăн эмел çук çав, ун пек эмеле ниçта та сутмаççĕ. Тен, хăçан та пулин, сан çулна çитсен, вĕсем хăйсем йăнăш пурăннине ăнланса илĕç...
И.САЛАНДАЕВ.
Паллă сăлтавсене пула, статьяра хушаматсемпе ял ятне кăтартмарăмăр. Сăмах камсем çинчен пынине çав ял çыннисем пĕлеççех пулĕ тетпĕр.