Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи вăрманта сывлăх туптанать…

25 октября 2014 г.

"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акципе килĕшỹллĕн, Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕн уçланкинче çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак кросс шкул ачисен XXVII Спартакиади шучĕпе иртни те хавхаланăва нумай ỹстерчĕ. Чăн малтан старта 2001 çулта çуралнă е çамрăкрах хĕр ачасем тăчĕç, вĕсем 1000 метра чупса ăмăртрĕç. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш командинчи Кристина Чебан çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - çак командăри Маргарита Кудрявцевăпа Ольга Сергеева. 2001 çулта çуралнă е çамрăкрах арçын ачасем хушшинче (1000 метра чупса) Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш командинчи Данил Павлов, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти Дмитрий Чамеев тата Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш командинчи Семен Семенов малти виçĕ вырăна пайларĕç. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче (1000 метра чупса) Шăмăршăри вăтам шкулти Вера Удина, Палтиелĕнчи вăтам шкулти Динара Шафигуллина тата Анат Чаткасри тĕп шкулти Рамиля Бахитова, арçын ачасем хушшинче (2000 метра чупса) Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Александр Лукьянов, Пуянкассинчи тĕп шкулти Иван Данилов, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Денис Ермолаев, 1998 çулта çуралнă е аслăрах хĕр ачасем хушшинче (2000 метра чупса) Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Дарья Ермолаева, çак шкулти Алена Ларионова тата Шăмăршăри вăтам шкулти Дарья Семенова, арçын ачасем хушшинче (3000 метра чупса) Карапай Шăмăршăри тĕп шкулти Никита Яковлев, Алексей Степанов тата Алексей Сергеев çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршăри вăтам шкул - пĕрремĕш, Карапай Шăмăршăри вăтам шкул - иккĕмĕш, Анат Чаткасри тĕп шкул виççĕмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене "Туслăх" ДЮСШ Грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕ. 

М.ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика