25 октября 2014 г.
Çамрăк талантсене тупса палăртас тата вĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе çак кунсенче Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче ача-пăча театрĕсен районти фестивалĕ иртрĕ. Ăна "Юмах çăл куçĕ" ят пани фестиваль тĕллевĕпе тỹрремĕнех килĕшсе тăрать. Фестивальте "Чи лайăх ача-пăча театрĕн коллективĕ" ята Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнчи культурăпа кану центрĕн "Мехел" драма кружокĕ тивĕçрĕ, пĕчĕк артистсем Юхма Мишшин "Шăна кăмпи" юмахне питĕ илемлĕ лартса пачĕç. Çак кружока ялти тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Вера Петровна Малеева ертсе пырать. Андрей Малеев, Дима Ильмухин, Ольга Лубошнова, Настя Лубошнова, Никита Мишкин, Данил Борзов тата Алина Мандрюкова çамрăк артистсем юмахри сăнарсене питĕ килĕшỹллĕ выляççĕ. Фестивальте Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти ача-пăча театрĕн коллективĕ (ертỹçисем _ В.В.Медведевапа Н.В.Константинова), Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти театр кружокĕпе (Г.В.Уськина) Пуянкассинчи тĕп шкулти театр кружокĕ (А.Г.Петрова) çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕç. Кивĕ Чукалти театр коллективĕ вара ноябрĕн 1-мĕшĕнче Елчĕкре иртекен республика фестивалĕнче Шăмăршă районĕн чысне хỹтĕлĕ. В.ЛЬВОВА.