25 октября 2014 г.
Вĕрентекен ... Мĕн тери тарăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ çак сăмах. Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Л.Смирнован педагог стажĕ 34 çулпа танлашать. Учитель профессине çамрăк чухнех суйласа илнĕ те Лидия Николаевна, паянхи кун та шкултах вăй хурать. Вăл _ аслă пĕлỹллĕ, пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ учительница. Лидия Николаевна уроксенче яланах ачасен активлăхне ỹстерме тата творчествăлла лару-тăру йĕркелеме тăрăшать. Вĕренекенсем урок темине лайăх ăнланччăр тесе схемăсемпе, плакатсемпе, тĕрлĕ темăллă ỹкерчĕксемпе анлăн усă курать опытлă учительница. Унăн творчество шыравĕл- лĕ картотекинче _ дидактика вăййисем, тестсем, ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеттермелли карточкăсен наборĕсем, кроссвордсем. Л.Смирнован урокĕсем яланах интереслĕ те çỹллĕ методика шайĕнче иртеççĕ. Ятарлă литературăпа усă курассине, педагогикăри çĕнĕ технологисене хăйĕн ĕç практикине кĕртессине, кашни ачан аталанăвне, пултарулăхне шута илсе уйрăммăн ĕçлессине те манăçа хăвармасть учительница. Вĕрентỹ пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнă май, унăн предмечĕсемпе ĕлкĕрсе пырайман ачасем çук. Лидия Николаевна класс тулашĕнчи ĕç-хĕле те пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш поэчĕсемпе писателĕсен юбилейĕсене халалланă литература сехечĕсем, предмет эрнисем, олимпиадăсем, викторинăсем, тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем, ашшĕ-амăшĕ валли концертсем йĕркелессине яланхи йăлана кĕртнĕ педагог. Л.Смирнован выпускникĕсем аслă классенче призерсем, Чăваш Респуб-ликин Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăраççĕ (К.Алюкова, П.Егорова, Д.Семенова). Юлашки виçĕ çулта кăна Лидия Николаевнăн вĕренекенĕ-сем призлă 5 вырăн çĕнсе илнĕ. Районти олимпиадăсенче _ 2 призер, республика конкурсĕсенче _ 6 призер, "Пуля шăтарнă чĕре" литературăпа практика конференцийĕнче 2 лауреат пулса тăни учительницăна илем кỹрет. Пĕтĕм Раççейри "Чăваш чĕкеçĕ" вăйă-конкурсра 2 вĕренекен призлă вырăн йышăнни те _ пысăк çитĕнỹ. Лидия Николаевна хăй те учительсен республикăри конкурсне хутшăнать ("Вăрман çинчен _ урок", "Илĕр-тет тăван ен чĕрене"). "Çутçанталăк пейзажĕ" номинацире ăна Диплом парса хавхалантарнă. Пархатарлă ĕçшĕн пултаруллă та хастар учительницăна Чăваш Респуб-ликин Вĕрентỹ министерствин, район администрацийĕн тата вĕрентỹ пайĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Лидия Николаевна хăйĕн мăшăрĕпе, Виталий Петровичпа, икĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстерсе çитернĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитанипе аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дмитрий Шупашкарти наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче, Наташа Мускаври производство фирминче вăй хураççĕ. Николай "Чувашэнерго" ОАОн районти электросетĕнче, ашшĕпе юнашар ĕçлет. Паян Л.Смирнова çуралнăранпа 55 çул çитрĕ. Савнă мăшăрĕ, юратнă ачисем, тăванĕсем çумне хутшăнса, эпир, ĕçтешĕсем, Лидия Николаевнăна çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
И.ГЛАДКОВА.Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.