25 октября 2014 г.
Ашшĕ район хаçачĕн журналисчĕ пулнăран, Юрий ача чухнех ял-йыша çĕнĕ хыпарсем пĕлтерсе тăратчĕ. "Чукалта çĕнĕ кĕпер тунă", "Чаткассем "полуторка" автомашина туяннă", "Асанкассинчи пĕр колхозника колхоз правленийĕ патефон парнеленĕ"... Çак интереслĕ хыпарсене ял ачисене тата çитĕннисене Юрий пуринчен малтан пĕлтернĕ. Çавăнпах унăн тусĕсем те нумайччĕ, вĕсен хушшинче район хаçатне çырса тăракансем те пурччĕ. Каярахпа Арсений Бараев, Геннадий Смирнов тата Иван Юманов хăйсен пурнăçне хаçатпа çыхăнтарчĕç. Юрий Падиаров ялти шкултан, ун хыççăн Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Ялти пĕр юлташĕпе пĕрле Çĕпĕре тухса кайрĕ, Кемерово хулинчи шахтăра ĕçлеме пуçларĕ. Кунта çур çула яхăн ĕçлесен, Юрий Николаевича мастерсем хатĕрлекен курса вĕренме янă. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çамрăк специалиста Ворошиловоградри пысăк шахтăра ĕçлеме шаннă. Чăваш каччи йывăрлăхсенчен хăраса тăман, унăн смени темиçе хутчен те "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" тата "Стахановла ĕçлекен бригада" ятсене тивĕçнĕ. Шахтăра ĕçленĕ вăхăтра Ю.Падиаров электромонтер специальноçне те алла илнĕ. Пыра-киле çак ĕç унăн тĕп профессийĕ пулса тăнă. 1962 çулта Юрий Николаевич тăван ялне таврăннă, Шăмăршăри "Сельхозтехника" пĕрлешỹре аслă мастер-электрик пулса ĕçлеме тытăннă. Тăрăшуллăхне кура, каярахпа ăна участок пуçлăхĕн ĕçне шанса панă. Ун чухне "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне Р.И.Драбчак ертсе пыратчĕ. Руфим Иванович Ю.Падиаров участокĕнче çирĕп дисциплина пулнине тăтăшах çирĕплететчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Юрий Николаевича темиçе хутчен те Хисеп грамотипе чысланă, ятне çырнă алла çыхмалли сехет парнеленĕ. 1968 çулта Ю.Падиарова тăван "Правда" колхоза чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл нумай çул хушши аслă мастер-электрик тата инженер-электрик пулса ĕçлерĕ. Колхозри ĕçĕсĕр пуçне, Виçпỹрт Шăмăршă, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль тата Хайпăла ялĕсенче пурăнакансене те нумай пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Юрий Николаевича çак ялсенчи ватăрах çынсем ырăпа çеç аса илеççĕ. 1969 çулта Юрий Николаевич кỹршĕллĕ Тутар Республикине кĕрекен Тăван ел ялĕн хитре хĕрĕпе Вальăпа туй туса пĕрлешрĕ. Валентина Семеновна ялти шкулта ачасене вĕрентме пуçларĕ. Падиаровсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстерчĕç, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Вăхăт малаллах шăвать çав. Акă октябрĕн 23-мĕшĕнче Ю.Н. Падиаров 75 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна шкулта пĕрле вĕреннĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса çитĕннĕ СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев та ăшшăн саламларĕ. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, Юрий Николаевича çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр. П.Падиаров. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.