25 октября 2014 г.
Çук, темле пулсан та манаймастăп сана. Шухăшлас мар тесе мĕн чухлĕ тăрăшмастăп-ши _ кăлăхах. Пур пĕр аса килетĕн. Тăтăшах. Тунсăхлатăп сансăр. Чăннипех çапла. Акă халĕ те чун-чĕрем эсĕ шăнкăравласса кĕтет. Иртнĕ куншăн антăхма кирлĕ маррине те лайăх пĕлетĕп, анчах чунăма хушаймастăп. Чĕрем сана аса илме хистет пулсан мĕн тăвам-ха? Хам та сисместĕп _ каялла çаврăнса пăхатăп. Мĕн тытать-ши унта? Мĕн ямасть-ши? Пачах ăнланмастăп. Анчах иртнисĕр тунсăхлатăп... Сансăр йывăр пуласса чухлама та пултарайман. Ларса чун туличчен калаçас килет. Сан пек никам та ăнланаймасть-çке. Тен, юнашар мана итлеме, чунăма илтме пултаракан çукран эсĕ çитменни туйăнать? Иртнĕ кунăн ăшшине аса илсен чун кăштах та пулин лăпланĕ тетĕп-ши? Усал сунтăн-ши? Ылхантăн-ши? Халĕ акă эсĕ телейлĕ. Эпĕ вара асапланатăп. Чĕрем калама çук хĕрỹ вутра çунать. Чунăма асар-писер тăвăл силлет. Çук-çук, ăмсанмастăп, савăнатăп çеç. Ырă сунса чиркỹре миçе çурта çутман-тăр. Турă Амăшĕнчен сана çут малашлăх кỹмешкĕн мĕн чухлĕ кĕлĕ туман-ши? Ыйтни çитнишĕн хĕпĕртетĕп. Каллех пĕрле пулассишĕн çунмастăп эпĕ. Пирĕн çулсем çапла уйрăлса кайнишĕн те кулянмастăп. Анчах чунăма тем кăшлать. Канлĕх тупаймасть вăл. Лăпкăлăх шыраса канăçсăрланать-ши? Çакă-и чăн юрату? Сана асран кăларайманни, телей сунни, иртнĕ кунăн ăшшине çеç упрани?..
ЯНА.