Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара - авăн, уявра - савăн

29 октября 2014 г.

Владимир Алексеева эпĕ питĕ çывăха хуратăп. Мĕншĕн тесен, çур аки вăхăтĕнче те, вырма кунĕсенче те унпа пĕрле ра-йонти хуçалăхсенче тăтăшах пулнă, ертỹçĕсемпе, механизаторсемпе, фермерсемпе курса калаçнă. Çулĕпе çамрăк пулин те (пурĕ те çирĕм саккăрта кăна-ха), Владимир Витальевич ял хуçалăх ĕç-хĕлне лайăх пĕлни, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни, ял ĕçченĕ-сене хисеплени уççăн палăрать. Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕскер, хăйĕн пурнăçĕнче виççĕмĕш хут çур акипе вырма ĕçĕсене ирттерме хутшăнчĕ Владимир Витальевич. Ял ĕçченĕсен уявĕ умĕн район администрацийĕн ял хуçалăхĕ- пе экологи пайĕн пуçлăхĕпе В.Алексеевпа тĕл пулса калаçрăм.

- Владимир Витальевич, кăмăл-туйăм еплерех?

- Апатне кура (кулать). Çамрăк вăй-халпа, пысăк ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăп-ха.

- Уяв умĕн ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетме пулать. Çанталăкĕ савăнтармарĕ пулин те, пỹлмесем пушă мар пулĕ?

- Çапла, çĕвĕпех çумăр çуманни, çĕр типсе-çуркаланса кайни кĕтнĕ чухлĕ тухăç илме май памарĕç. Кашни ял хуçалăх предприятийĕнчех, кашни фермер хуçалăхĕнчех çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттернĕччĕ. Çум курăксемпе тата ỹсен-тăрана сиенлекен хурт-кăпшанкăпа, чир-чĕрпе çăвĕпех кĕрешрĕмĕр. Тăрăшнине кура тем пек çумăр çуса савăнтарасса кĕтнĕччĕ, шел, çут çанталăк пирĕн кăмăла çĕклемерĕ. Апла пулин те пỹлмесем пушă темелле мар. Районĕпе 9447,4 гектар тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ пулсан, пурĕ 187560,0 центнер е кашни гектартан 19,9 центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. Культурăсем тăрăх илсен, çурхи тулă гектартан 20,2, урпа 21,8, кĕрхи тулă 17, ыраш 13,8, сĕлĕ 17,5, хура тул 8,8 центнер тухрĕç. Çĕр улмине гектартан 127,7, сахăр чĕкĕнтĕрне 122,7, пахча-çимĕçе 114,8 центнер пуçтарса кĕртме пултартăмăр. Уйрăм хуçалăхсенче кăтартусем кунтан чылай пысăкрах. Акă "Колос" ОООра кашни гектартан 23 центнер çурхи тулă, 26,6 центнер урпа, 27,7 центнер кĕрхи тулă, "Исток" ОООра 24 центнер кĕрхи тулă, 25,3 центнер ыраш, 24,8 центнер çурхи тулă, О.Хлюкинăн фермер хуçалăхĕнче гектартан 25 центнер кĕрхи тулă, 26,3 центнер çурхи тулă, 28,6 центнер урпа, В.Павловăн фермер хуçалăхĕнче 20,5 центнер кĕрхи тулă, 25,2 центнер çурхи тулă, 23,3 центнер урпа, 160 центнер çĕр улми, В.Симурзинăн фермер хуçалăхĕнче 140 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Районти кашни хуçалăхрах кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Пур çĕрте те вăрлăхсене ытлашшипех хывса хăварчĕç. Нумай хуçалăхра уй-хирти пĕтĕм лаптăк çинче кĕрхи çĕртме тунă.

- Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕпе паллаштараймăр-ши?

- Кăçалхи тăхăр уйăхра мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем 1918,4 тонна аш (иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 102,6 проц.), 15274,0 тонна сĕт (101,6 проц.) туса илнĕ. Тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 9142 пуç мăйракаллă шултра выльăх (101,0 проц.), 13028 пуç сысна (100,6 проц.), 6172 пуç сурăхпа качака (103 проц.), 511 пуç лаша (78,3 проц.) усраççĕ. Маларах каларăм ĕнтĕ, ăнăçлă хĕл каçма, прдукци туса илессине ỹстерме районти кашни хуçалăхрах майсем çителĕклĕ. Тăрăшса, явап-лăха çирĕп туйса ĕçлени çеç кирлĕ.

- Владимир Витальевич, хастар ĕçченсене ятран асăнса тухар мар-ши?

- Паллах, уй-хирте тата фермăра чунтан тăрăшса ĕçлекенсене тав тума сăмах та çитес çук. Ан çиленĕ-рех мана, хисеплĕ юлташсем, пурне те асăнса тухайманшăн_ хаçатра вырăн ытла та сахал уйăрса пачĕç-çке. Хăшне-пĕрне çеç палăртам: "Исток" хуçалăхри Ирфан Усманов, Алексей Кузнецов, Владимир Иванов, "Колос" хуçалăхри Анатолий Данилов, "Мир" хуçалăхри Мерван Фахрутдинов, В.Павлов фермер хуçалăхĕнчи Евгений Янгалаков, О.Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи Валерий Емельянов, "Шанс" хуçалăхри Юрий Кузьмин, "Карлинский" хуçалăхри Владимир Никитин, Геннадий Харитонов механизаторсем, "Исток" хуçалăхри Надежда Герасимовапа Елена Львова, "Мир" хуçалăхри Гузелия Файзрахманова, А.Сатеев фермер хуçалăхĕнчи Анна Тайрукова, Г.Макаров фермер хуçалăхĕнчи Надежда Петрова дояркăсем, "Искра" хуçалăхри Рашид Хамдеевпа Александр Поворов мăйракаллă шултра выльăх самăртакансем, "Исток" хуçалăхри Елена Терентьева пăру пăхакан, "Восход" хуçалăхри Зинаида Викторова сысна пăхакан тата ытти нумай ĕçчен ырă ят çĕнсе илнĕ. Уяв ячĕпе саламлатăп сире, хаклăран та хаклă ял ĕçченĕсем

 - Тăван çĕр-шыва тăрантаракансем! Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр, йывăр та пархатарлă ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр!

И.Саландаев калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика