Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă кĕрленĕ çулсенче

29 октября 2014 г.

Район архивĕнче Патирекри "Сталь" колхозăн 1941-1945 çулсенчи пухăвĕсен протоколĕсем упранаççĕ. Шел, ытти хуçалăхсен вăрçă çулĕсенчи докуменчĕсем çук, вĕсем пурте пушарта çунса кайнă. 1941 çулхи пĕрремĕш пухура (вăл февралĕн 14- мĕшĕнче иртнĕ) икĕ ыйту сỹтсе явнă: Шăмăршăри МТСпа килĕшỹ йĕркелесси тата Асанкасси вăрманĕн- че торф кăларнă çĕрте ĕçлеме çынсем ярасси. Ун хыççăнхи пухусенче çур акине хатĕрленсе ирттерес, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас ыйтусене сỹтсе явнă, бригадирпа ферма пуçлăхĕн, аслă конюхăн отчечĕсене итленĕ. Манăн алăра _ июнĕн 24-мĕшĕнчи пуху протоколĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан икĕ кунтан иртнĕ вăл. Пухура, фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ май, халăх умне тухса тăнă чи çивĕч задачăсене сỹтсе явнă, нихçанхинчен те хастарлăрах ĕçлесе фронта пулăшмаллине палăртнă. Çĕнĕ председатель суйланă, ытларах сасăпа Давлет Хамдеева шаннă. Августăн 19-мĕшĕнчи пухура яла Белоруссирен тата Украинăран эвакуаципе килнĕ çынсене ял çыннисен çурчĕсене вырнаçтарас, вĕсене çăнăх тата пĕчĕк ачисем валли колхоз ферминчен сĕт уйăрса парас ыйтусене пăхса тухнă. Вăрçа каякан арçынсен çỹçĕсене касма парикмахер штатне туса хунă, çак ĕçе эвакуаципе килнĕ Вера Пьянкована шаннă. Ăна уйăхне 25 ĕç кунĕ çырса пама килĕш- се татăлнă. Ача яслинче ĕçлеме эвакуаципе килнĕ Р.Шемушкевича, столовăйра апат пĕçерме Х.Шнитмана шаннă. Сентябрĕн 16-мĕшĕнчи пухура та вăрçă ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăнă: Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пуçтарса памалла. Çавăн пекех фронта 1 тонна тырă, 100 килограмм аш, 32 килограмм çăм, 1000 штук çăмарта, 20 штук сурăх тирĕ ăсатма йышăннă. Кашни колхозниках 100 ĕç кунĕнчен ик- кĕшне фронта пулăшмашкăн пама пулнă. Октябрь уявĕ ячĕпе Хĕрлĕ Çарти боецсем валли 17 центнер çăнăх, 1 центнер типĕтнĕ çĕр улми ăсатнă. Çапла, хăйсем выçă ларсан та, ял çыннисем фронта пулăшма тăрăшнă. Займ çырăннă, ăшă япаласем, апат-çимĕç пуçтарса панă. 1941 çулта районти ĕç çыннисем фронта 2105 штук сурăх тирĕ, 111 мăшăр кăçатă, 916 килограмм сурăх çăмĕ, 615 мăшăр алса, 700 мăшăр чăлха, 142 çĕлĕк, 6 кĕрĕк, 35 мăшăр ăшă кĕпе-йĕм, 64 мăшăр вырăн хатĕрĕсем, 426 мăшăр пуртенкке парса пулăшнă. 1942 çулхи январьте Оборона фондне 46409 тенкĕ укçа, 62075 тенкĕ чухлĕ займ облигацийĕ, 700 центнер çăнăх ярса панă. Хĕрлĕ Çар кунĕ тĕлне тата тепĕр парне хатĕрленĕ, 99 посылка ăсатнă. Ялсенче 216 кĕрĕк, 118 тир пиншак, 165 мăшăр тир алса, 468 мăшăр кăçатă, 636 мăшăр чăлха, 734 мăшăр алса, 77 фуфайка, 80 ăшă шăлавар тата ытти япаласем, апат-çимĕç пуçтарса панă. Хĕрлĕ Çар валли танксемпе самолетсем тумашкăн 1 миллион та 468 пин тенкĕ укçа пухнă. Шефа илнĕ госпитальсене, тăшман аллинчен ирĕке кăларнă облаçсенчи ĕç çыннисене пулăшнă. Арçынсем фронта тухса кайнă май, мĕнпур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем, ватă çынсем çине тиеннĕ. Районта Ольга Юманова, Анна Козлова, Клавдия Бородова (Виçпỹрт Шăмăршă), Александра Миронова, Полина Яковлева (Кивĕ Шăмăршă), Александра Кулакова, Василиса Морозова (Анат Чаткас), Анна Тимагина (Пăчăрлă Пашьел) тата ытти трактористкăсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă. Тылра чăн-чăн паттăрлăх кăтартса вăй хунă çĕр-çĕр çын хушаматне илсе кăтартма пулать. Тĕрĕссипе, пурте _ фронтшăн, пурте _ çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ. 2330 çын таврăнайман вăрçă хирĕнчен, ра- йонти кашни çемьерен тенĕ пекех кам та пулин фронтра вилнĕ. Вĕсен ячĕсене Асăну кĕнекинче тупса вулама пулать. Чи лайăх асăну кĕнеки вара _ халăх чĕри. Вăрçăра тăшманпа çапăçнисене, тылра çĕнтерỹшĕн паттăрла ĕçленисене, фронтовиксен арăмĕсемпе ачисене _ ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! И.САЛАНДАЕВ, Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика