Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Яковлев: "Шăмăршă тăрăхĕ маншăн анне пек çывăх…"

22 октября 2014 г.

Валерий Яковлев: "Шăмăршă тăрăхĕ маншăн анне пек çывăх…"

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çапла калатчĕ: "Мехелĕм пулсан, эпĕ вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи çав тери йывăр çулсенче çитĕннĕ ачасене "Çĕр-шыв паттăрĕ" ят парăттăм. Эпир, вăрçăра пулнисем, фронтра выçă ларман. Вĕсем вара мăян çăкăрĕпе крахмал пашалăвне куççульпе йĕпетсе çинĕ, выçăпа шыçăннă. Çавна пулах чăн-чăн çын пулса çитĕнчĕç". Николай Филиппович çак сăмахсене хăйĕн ентешĕ, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев пирки каланăнах туйăнать. Валерий Николаевич Яковлев... Кам пĕлмест-ши Чăвашра çак ята? Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă, Шăмăршă тăрăхĕн пархатарлă çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ çăкăр чĕллине сумккине чиксе Шупашкара çитнĕ, унтан Мускаври аслă шкулта ăсталăхне туптанă, театрта нумай çул чунтан тăрăшса ĕçлесе çĕр-шывĕпех чапа тухнă СССР халăх артисчĕ çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕнче - эрне кун - Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн аслă залĕнче лăк тулли çынччĕ. Ентешсем Чăваш театрĕн уявне - В.Н.Яковлев юбилейне - çумăрлă çанталăка пăхмасăр пысăк хавхалунупа килнĕ. Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинне В.Н.Яковлева тăван халăх умĕнче чысланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев унăн мухтавлă ячĕ çутă çăлтăр пек çутатса тăнине палăртрĕ. Валерий Петрович чаплă ентеше район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Юбиляра Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, РФ Писательсен союзĕн членĕ Н.Угарин драматург, Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ В.Хорькова тата ыттисем чун-чĕререн саламларĕç. Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" фольклор ушкăнĕ Валерий Николаевич юратакан чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Паллах, ентеш те парăмра юлмарĕ, чун- чĕрене хумхантаракан юрăсемпе куракансене савăнăç кỹчĕ. "Тавах, тăван ял-йышăм, чунтан тав сана, юратнă Шăмăршă халăхĕ,- терĕ хумханса та савăнса хисеплĕ юбиляр. - Шăмăршă тăрăхĕ маншăн анне пек çывăх, сирĕн пата килес килсех тăрать". В.Н.Яковлев ертсе пыракан пултаруллă коллектив - К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Шăмăршăсене А.Тарасовпа О.Туркай çырнă "Вĕçсе иртеççĕ кайăксем" мелодрамăпа савăнтарчĕ. Тĕп рольте Валерий Николаевичăн вĕренекенĕ, хамăр районти Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралса ỹснĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаков. Юбиляра та, артистсене те куракансем чечек çыххисем пачĕç, вĕсен вышкайсăр пултарулăхне тивĕçлĕ хак парса тăвăллăн алă çупрĕç...

Купăс ИВАНĔ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика