Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программăна çулталăка тăснă

22 октября 2014 г.

Программăна çулталăка тăснă

РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец пĕлтернĕ тăрăх, иккĕмĕш ачине çуратнă хĕрарăмсем 2017 çулта та амăшĕн капиталне тивĕçĕç. Паянхи кун унăн хисепĕ 430 пин тенкĕрен кăшт кăна сахалрах. "2013 çулта пирĕн 1 миллион та 900 пин ача çуралнă. Ку аван кăтарту. Раççей Федерацийĕпе илес тĕк вилекенсен шучĕ 24 пин сахалрах. Малашлăх пур, çавăнпа та çуратакансене пулăшмаллах. Халăхсăр çĕр-шыв та çук", - палăртнă вице-премьер. Программăна тепĕр çулталăка тăснă. Ăна пурнăçламалли укçа-тенке федераци бюджечĕн проектне 2017 çулччен кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне Шăмăршă районĕнче Пенси фончĕн Управленийĕнчен ача амăшĕн капиталĕн сертификатне 777 çемье илнĕ, вĕсенчен 496-ĕшĕ çак укçапа усă курнă ĕнтĕ. Ача амăшĕн капиталне илекенсен пысăк пайĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн. Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи Управленийĕ çак тĕллевпе 240 миллион тенкĕ куçарса панă. 

Т.ФАДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика