Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк педагогсене пулăшас тĕлĕшпе

22 октября 2014 г.

Республикăри Вĕренỹ институчĕ çамрăк учительсене профессие хăнăхма пулăшас тĕллевпе "Çамрăк педагог шкулĕ" проект хатĕрленĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ - "Професси кỹртĕмĕ" - октябрĕн 15-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура старт илнĕ. Çамрăк вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри педагогсен профсоюзĕн ертỹçи Зинаида Степанова саламланă. Республикăра 35 çула çитмен педагогсем - мĕн пур йышăн 15 проценчĕ кăна. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пуçласа шкула ĕçлеме килнисем пĕтĕмпе те 137-ĕн. Çамрăк учительсемпе тĕл пулнă май чăн-чăн вĕрентекен пулас тесен предмет материалне пĕлни кăна çителĕксĕррине, пĕтĕм чуна парса куллен тăрăшмаллине палăртнă Михаил Игнатьев. Тин çеç ĕçе пуçăннă учительсем проектпа килĕшỹллĕн анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕрентекенсен ушкăнĕ шкулта хăйсене ăшшăн кĕтсе илнине, çĕнĕ йышши оборудованипе техника çителĕклĕ пулнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика