Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шурă вилĕм" серепинче - çул çитмен ачасем

22 октября 2014 г.

Эрех-сăра, наркотик нихăçан та çынна ырри патне илсе çитерменни паллă. Шел те, çамрăксен пĕр пайĕ пурнăç хакне, унăн илемне ăнланмасть, сиенлĕ йăлапа туслашса сывлăхне аркатать, çавна пулах вăхăтсăр уйрăлать пурнăçран. Наркотикпе ашкăнакансен йышĕ ỹссех пырать. Унăн серепине ытларах чухне çул çитмен ачасемпе аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Нумаях пулмасть Раççей темиçе регионĕнче çĕнĕ йышши наркотикпе çамрăксем наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртрĕç. Ăна тутанса çут тĕнчерен уйрăлнă тĕслĕхсем те пур. Чăваш Енри сывлăх сыхлав учрежденийĕсене те паллă мар наркотикпе наркăмăшланса пыракан чылай. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче çеç 156 çын пулăшу ыйтнă. Сиенлĕ йăлапа туслашнисене шăнăр туртни, хăстарни, çав вăхăтрах ăс-тăн енчен арпашăнни канăç паман. Вĕсен хушшинче 18 çула çитменнисем те пур. Çак уйăхра кỹршĕ регионти пĕр ушкăн пирĕн республикăра наркотик сутнине тупса палăртнă, наркотĕрĕслев ĕçченĕсем 10 миллион тенкĕлĕх 8 килограмм наркăмăш тупнă. Темиçе кун каялла Шупашкарта спайс сутакан тепĕр тăватă çынна тытса чарнă. Тĕп хулари Ленин районĕнче вырнаçнă суту-илỹ лавккисенче кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕчченех наркотик сутнă. Наркăмăша чечек имçамĕ тесе суйма хăтланакансен çулне пỹлнĕ. Наркотик туртакансен шучĕ 2011 çулта пирĕн республикăра та ỹснĕ. Иртнĕ çул 32 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан кăçалхи 9 уйăхра - 24. Чăваш Енре икĕ тĕрлĕ наркăмăш сарăлнă. Çамрăксем "спайса" тата дизайнер наркотикне кăмăллаççĕ. Юлашкине ытларах Интернет урлă саккас параççĕ. "Спайс" тата ытти наркăмăшпа колледж-техникумра ăс пухакансен 47,3:, аслă шкулсенче пĕлỹ илекенсен 36,8:, кăçалхи шкулсенче вĕренекенсен 15,7: усă курать. Çак амакпа кĕрешес тĕллевпе республикăра чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсене, наркологсемпе психологсене шкула чĕнсе аслă класра вĕренекенсемпе калаçусем ирттереççĕ. 

Е.МИШИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика