22 октября 2014 г.
"Çынна ырă туни çĕре ỹкмест", - тенĕ ĕлĕк ватă çынсем. Чăннипех те çапла вăл. Акă пĕр тĕслĕх çеç илем. Хура кĕркунне çитнипе халĕ каçхине хăвăрт тĕттĕмленет, ирпе час çутăлмасть, ĕçрен таврăннă чухне те тĕттĕм. Ашшĕ-амăшĕ ача садĕнчен хăйсен пепкисене илсе таврăннă вăхăтра каç пулсах каять. Çак сăлтава пулах ĕнтĕ эпĕ хамăрăн "Çĕнтерỹ 55 çулта" урамри юпа çине электрохунар ларттарассишĕн Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацине кайрăм. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Дмитриев мана ăшă кăмăлпа йышăнчĕ, мĕн нушапа килни çинчен ыйтса пĕлчĕ, пулăшма шантарчĕ. Чăннипех те сăмахне тытма пĕлекен çирĕп арçын иккен вăл. Нумай та вăхăт иртмерĕ, А.Денисов ертсе пыракан электриксен бригади пирĕн урамри юпа çине электрохунар вырнаçтарса та лартрĕ. Халĕ çĕрлехи вăхăтра урамра çутă, иртен-çỹрен ырă ĕç тăвакансене чĕререн тав тăвать. Пурнăçăр ăнса пытăр, сывлăхлă та телейлĕ пулăр, ырă çынсем!
М.Левендеева.
Шăмăршă ялĕ.