22 октября 2014 г.
Хăçан? Октябрĕн 26-мĕшĕнче. Çак кун Раççейри чылай регионта çĕрлехи 2-ре йĕпе 1 сехет каярах куçарĕç. Кун хыççăн вăхăта тек улăштармĕç. Экспертсен шухăшĕпе, Раççей çыннисем çав каç пĕр сехет нумайрах çывăрнисĕр пуçне хĕл валли вăй-хал та пухĕç. Олег Никифоров психотерапевт каланă тăрăх, "хĕллехи вăхăт" психологи тĕлĕшĕнчен те лайăх витĕм кỹрет. Çынсен декабрь уйăхĕнче ĕçе, шкула, садике ирхи сĕм тĕттĕмре виçĕ эрне çеç çỹреме тивĕ-çке-ха, кун хыççăн тулта часрах çутăлма тытăнĕ. Мускав патшалăх университечĕ çумĕнчи çут çанталăка тĕпчекен институт ĕçченĕ Сергей Кравченко психолог Раççейри чылай çын стреспа аптăранине палăртать, çавăнпа сехет йĕппине çулталăкне икĕ хут куçарни вырăнсăр. Уйрăмах - пысăк хуласенче. Унăн шухăшĕпе, чи кирли - сехет йĕппине куçарасси юлашки хут пулни.