Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулни пăсмасть

22 октября 2014 г.

Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе çулсерен ирттерекен мониторинг кăçал республикăра шăв-шав çĕклерĕ тесен те юрать. Пĕрисем "тỹрленеççĕ", тепринче - чир паллисем Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн чикĕри ветеринари контролĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, пĕрремĕш çур çулта мăйракаллă шултра выльăх тата сысна, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайĕнчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран илнĕ 236 пробăран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулни палăрнă. Сăмахран, аш-какайăн 13 пробинче çынна япăх витĕм кỹме пултаракан микробсем (кишечные палочки, мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) тупăннă (Шупашкар, Çĕрпỹ, Муркаш, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Канаш районĕсенче). Сĕте илес пулсан - 5-ĕшĕнче соматика клеткисем (соматические клетки) виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче - тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем. Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи пробăсем "сывă" пулман. Йĕрке тăрăх, Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци тупса палăртнă предприятисенче 3 уйăх хушшинче 10 партирен анализ илсе лаборатори тĕпчĕвĕсем ирттермелле. Çакнашкал тĕпчевсен пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр те ĕнтĕ. Сăмахран, тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем тупнă Комсомольски районĕнчи хуçалăхра юлашки пробăсенчи антибиотиксен шайĕ нормăран иртмен. Анчах та нумаях пулмасть Етĕрне районĕнче илнĕ какай пробинче листерей бактерийĕсем куç тĕлне пулнă. Çакă выльăхсене пуснă чухне усă куракан хатĕрсене-япаласене япăх çунипе е сиенсĕрлетнипе те çыхăнма пултарнă, урайĕнче йĕке хỹре-шăши сурчăкĕпе тата шăкĕ-каяшĕпе вараланнипе те çыхăнма пултарнă. Листерисем 0 градусра та та ĕрчееççĕ. Вĕсене пула листериоз текен инфекци чирĕ вăй илет. Ку амак çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл сурăха та, качакана та, сыснана та, лашана та, кролика та, хура та, кăвакала та, кăрккана та хĕн кăтартать. Туянакансемшĕн выльăх сывви пĕлтерĕшлех мар-ши вара? Листериоз чирлĕ чĕр чунран сыввине куçать. Кунта асăрханулăх тата тимлĕх пирки калани ытлашши те пулĕ. Çапах тепĕр хутчен çак самантсем çине пусăм тăвас килет. "Усалли утпа çỹрет," - теççĕ. Çак листериозпа чирлекен ĕнех пĕтĕм кĕтĕве чирлетттерме пултарать. Çапах та выльăх туянма килекенсем ветеринари справки пурри пирки кăсăкланманни те тĕл пулать. Çакнашкал явапсăрлăх чир-чĕр валли çул уçнипе танах. Специалистсем каланă тăрăх, чĕр чунсен ерекен хăрушă чирĕсем - сăмахран, сыснасен Африка чуми, ящур, Çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти те - шăпах хуçалăхсем пĕр-пĕринпе суту-илỹ тунă чухне, транспорт урлă сарăлаççĕ те. Калăпăр, чирлĕ выльăха, е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтăланă апата пĕр хуçалăхран тепĕрне илсе кайнă май. Хăш-пĕр амакĕ çынна та ерме пултарать. Республикăра темиçе çул каялла бруцеллез чирĕ шар кăтартнине аса илер-ха. Кунашкал синкер урăх ан пултăр тесе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатас тесе рейдсем йĕркелеççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра 18 хутчен рейда тухса 109 автотранспорта тĕрĕсленĕ. Раççей Федерацийĕн Ветеринари çинчен калакан саккуна пăснă 8 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика